Шурă Олимпиада - тăхăр вуннăра
28 Jan, 2014 | Хыпар | Спорт | Истори

1. Камсем вĕсем, пĕрремĕшсем?

Эпир 2007 çултанпа /шăпах ун чухне хĕллехи XXII Олимпиадăна ăçта ирттерессине палăртнăччĕ/ кĕтнĕ пĕтĕм тĕнчери чи пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт уявĕ çывхарать. Сочире ăна нарăсăн 7-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçĕç...

Олимп вăййисен кун-çулĕ, йăли-йĕрки пуян. Хĕллехи Олимпиадăсем çуллахисенчен кĕçĕнрех. Çапах та кăçалхи Шурă ф хулинче тухнă. Вăйăсем кăрлачăн 25-мĕшĕнче пуçланнă. Çакă паллă: спортăн ултă енĕпе /бобслей, йĕлтĕрпе чупасси, трамплин çинчен сикесси, конькипе чупасси, конькипе эрешлесе ярăнасси, хоккей/ 16 çĕр-шывран пухăннă 258 спортсмен /çав шутра 13 хĕрарăм/ ăмăртнă. Пĕрремĕш вырăна Норвеги йышăннă /18 медаль/, иккĕмĕшĕнче - Финлянди /9/, виççĕмĕшĕнче - АПШ. Чи пултаруллисен ятне Норвеги йĕлтĕрçи Т.Хауг тата Финлянди командинчи конькипе чупакан К.Тунберг тивĕçнĕ, иккĕшĕ те виçшер ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Канада хоккеисчĕсем пилĕк вăйăра çĕнтерсе чемпион пулнă: пурĕ 110 шайба çапса кĕртнĕ.

Тепĕр тăватă çултан черетлĕ Олимп вăййисене Швейцарири Санкт-Морицра ирттернĕ. Статистика çакна палăртса хăварнă: 25 çĕр-шыв, 464 спортсмен, малти вырăнта каллех Норвеги. 1932 çулхи Олимпиада Атлантика океанĕ урлă каçса Лейк-Плэсид хулине «куç хывать». Çулĕ ытла та инçе пулнăран Европăри çĕр-шывсем Америкăна пысăк делегацисем ярайман. Олимпиецсенчен çуррине яхăн вырăнти спортсменсемпе канадецсем пулнă.

Олимпиадăн тепĕр адресĕ - Германи. 1936 çулхи IV вăйăсенче йыш самаях хушăннă - 668 спортсмен /28 çĕр-шыв/. Австрали, Болгари, Греци, Испани, Турци, Лихтенштейн чысне пирвайхи хут хÿтĕлекенсем те старта тухнă. Ăмăрту призерĕсем Норвеги, Германи, Швеци. Аслă Британи хоккеисчĕсем мала тухса пурне те самаях тĕлĕнтернĕ.

Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш вăйăсен хушши - 12 çул. Çак «тăхтавăн» сăлтавĕ - иккĕмĕш тĕнче вăрçи. Самана лăплансан 1948 çулта Швейцарире каллех Олимп ялавне çĕклеççĕ. Тепĕр тăватă çултан Шурă Олимпиадăна Осло хулине шанса параççĕ. Ытти вăййа яланах сăрт-туллă курортсенче йĕркеленĕ пулсан, ку хутĕнче олимпиецсене çĕр-шывăн тĕп хули йышăнать. Унта пуçласа Олимп çулăмĕн хĕллехи эстафетине ирттереççĕ. Пĕрремĕш хут хĕрарăм йĕлтĕрçĕсем ăмăртаççĕ. Финлянди спортсменки Л.Видеман 10 километрлă дистанцие 41 минут та 40 çеккунтра вĕçлесе чемпионка пулать. Вăл тата конькипе чупакан Я.Андерсен /Норвеги/, сăрт-ту çинче йĕлтĕрпе ярăнса çĕнтернĕ А.Милордос /Греци/ чи ăста спортсмен ятне тивĕçеççĕ. Историе кĕрсе юлнă тепĕр ят - Франци фигурисчĕ, вун иккĕри Ален Жиллети. Чи кĕçĕн олимпиец! Ослора вăл çиччĕмĕш кăна пулнă, тепĕр сакăр çултан тĕнче чемпионатĕнче мала тухнă.

Ослори стартсем умĕн пĕр çул маларах Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ хăйĕн йышне Совет Союзне те йышăннă. Анчах та ăмăртусене хутшăнма пирĕн çĕр-шыв спортсменĕсем 1956 çулта тин пуçланă. Ун çинчен - çитес номерте.


Юрий ПЛОТНИКОВ,

спорт журналисчĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.