Косыгина Арифмометр тесе чĕннĕ

5 Ака, 2014

Нарăсăн 21-мĕшĕнче /е пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче/ Алексей Николаевич Косыгин çуралнăранпа 110 çул çитнĕ. Правительство пуçлăхĕн должноçне вăл пуринчен те ытларах - 16 çул - йышăннă.

Унăн ячĕпе иртнĕ çулсенчи экономика реформисемпе политика пулăмĕсем çеç мар, легендăсем те çыхăннă.

«Меллех мар» çуралнă кун

Косыгин шăпи Сталинпа тачă çыхăннă. «Халăхсен çул пуçĕ» ăна 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче асăрханă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен кăшт маларах хăйĕн çумне çывхартнă. Çавăнтанпа «Сталинăн халăх комиссарĕ» текен сăмахсем ĕмĕр тăршшĕпех Косыгин çумне çыпăçнă.

Сталин Косыгинпа хутшăннă май хăйне унпа пĕр тан тыткаламан. Алексей Николаевич ун патĕнче çывăхри дачинче пулман, Молотов, Хрущев е Ворошилов пек çĕрле иртнĕ уявсене хутшăнман. Çапах та генеральнăй секретарь çамрăк наркомăн тĕлĕнмелле пултарулăхне хакланă. Лешĕ темĕн тĕрлĕ информацие те ăсĕнче тытнă, халăх хуçалăхĕн аталанăвĕпе çыхăннă кирек мĕнле цифрăна та хăвăрт пĕлтерме пултарнă. Çакăншăн Сталин Косыгина Арифмометр тесе чĕннĕ. Час-часах канашлусен вăхăтĕнче мĕн те пулин тÿрлетмелле чухне: «Косыга калатăр», - тенĕ. Интереслĕ факт: Косыгин çуралнă официаллă кун - çĕнĕ стильпе 1904 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕ. Кремль стени çывăхĕнче унăн кĕлĕн урнине хупланă хăма çине те çак цифрăсенех çырса хунă. Анчах та хăш-пĕр çăл куçра урăхларах çырнă: Косыгин çав кунхине çуралнă, анчах кивĕ стильпе.

Çак факт чăнахах та тĕрĕс тĕк çуралнă кунне мĕншĕн улăштарнине ăнланма пулать. Кивĕ стильпе нарăсăн 21-мĕшĕ - çĕннипе пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ. Хăйĕн çуралнă кунне Сталин вилнĕ кун уявлани Косыгиншăн çул пуçа кÿрентернĕ пекехчĕ ĕнтĕ.

Мана çак легенда иккĕлентерет. Революциччен пепкесене çветтуйсен ячĕсене панă. Нарăс уйăхĕнче пĕртен пĕр менелник /Алексейăн/ - кивĕ стилпье нарăсăн 12-мĕшĕнче. Çапла вара вăл нарăсăн 8-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе 21-мĕшĕнче/ çуралнă пулмалла.

Косыгин вилнĕ кун пирки никам та тĕрлĕрен калаймĕ. Вăл 1980 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче вилнĕ. Тепĕр кунхине, 19-мĕшĕнче, - Брежневăн çуралнă кунĕ. Çавăнпа Косыгин вилĕмĕ çинчен 3 кунран çеç - раштавăн 22-мĕшĕнче - официаллă майпа пĕлтернĕ.

 

Хоккей политика пулса тăнă

Брежнев вăхăтĕнчи политбюро членĕсенчен Косыгин çеç чăн-чăн спортсмен пулнă. Вăл кĕсменпе авăсса ишес енĕпе ăмăртнă. 1930 çултан пуçласа Ленинградри пир-авăр институтĕнче вĕреннĕ чухнех Ленинградра мала тухмалли ăмăртăва хутшăннă, 1935 тата 1936 çулсенче хулара мала тухнă, СССР спорт мастерĕн ятне çĕнсе илнĕ.

Брежневпа танлаштарсан Косыгин хоккейпа интересленсех кайман. «Протокол тăрăх» вăл хоккей матчĕсене çÿренĕ, çапах та вăйă ăна кăсăклантарман. Виктор Луканин, Косыгин хуралĕн сотрудникĕ, мана çапла каласа кăтартрĕ: «Политбюрора Брежнев, Подгорный тата Гречко вăйăсемшĕн çунса тăратчĕç. Пурте вĕсем ЦСКА болельщикĕсемччĕ. Политбюро ларăвĕсенчех хоккей матчне сÿтсе явма пуçларĕç. «Кунта, политбюро ларăвĕнче, патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ, эсир кирлĕ мара калаçса ларатăр!» - терĕ Косыгин. Вырăнтан тăчĕ те тухса кайрĕ».

1972 çулхи Суперсериччен пĕр çулталăк маларах /ун чухне совет хоккеисчĕсем НХЛри профессионалсемпе вылянă/ Косыгин хоккей вăййине кирлĕ мар япала пек хакламан ĕнтĕ. Истори çакăн пек. Политбюрора пулас матч кăтартăвĕсем пирки тĕрлĕрен шухăшланă. Брежнев çĕнтерессе шаннă, Суслов, партири иккĕмĕш çын, пирĕннисем пысăк шутпа выляса ярĕç, çĕр-шыв чапне сумсăра кăларĕç тесе çирĕплетнĕ. Анчах вĕсем иккĕшĕ те Канада профессионалĕсене курман. Çавăнпа 1971 çулхи юпа уйăхĕнче СССР Министрсен Канашĕн председателĕ Канадăна Трюдо премьер-министр патне визитпа кайсан Леонид Ильич «май килсен» Канада хоккейне пăхма ыйтнă.

Çакнашкал май тупăннă. Ванкуверта Трюдо Косыгина вырăнти «Ванкувер Кэнэкс» команда «Монреаль канадиенс» командăпа тĕл пулнине пăхма чĕннĕ. Косыгин хуралĕ хирĕçлеме хăтланнă, мĕншĕн тесен премьер-министрсен куракансен хушшинчех ларма тивнĕ-çке. «Хоккей курма каятпăр!» - касса татнă пек çирĕппĕн каласа хунă Косыгин.

Алексей Сальников, Косыгин хуралĕн сотрудникĕ, ăна питĕ ăшшăн йышăнни çинчен каласа кăтартнă. Вăйăра совет премьерĕ те пулнине пĕлтерсен куракансем тăнă, ăна хисепленине палăртса тăвăллăн алă çупнă. Анри Ришар, «Монреаль» капитанĕ, Косыгина вымпел, клюшка тата шайба панă. Чăн та, вăйă шайĕ хăнана хавхалантарсах кайман. Унтан таврăнсан премьер мĕн курни çинчен Брежневпа Подгорный юлташсене каласа кăтартнă, тен, шăпах унăн шухăшĕ татăклă вырăн йышăннă та: Канада профессионалĕсемпе вылямаллах.

 

Çĕнĕ Арбатпа çыхăннă сăмах

Косыгин, тĕрĕсрех, унăн мăшăрĕ Клавдия Андреевна хутшăнман тăк çĕр-шывĕпех пĕлекен Çĕнĕ Арбат урăхларах курăнма пултаратчĕ. Çав вăхăтра арăмĕ ăна çапла каланă: «Алеша, атя-ха Мускавра проспект тăвар - унта нумай хутлă çуртсем, лавккасем, сарлака тротуарсем пулччăр. Таварпа тухса кафене кĕме, чей ĕçме, пылак пăр çиме май пултăр!»

Косыгинăн чи çывăх тусĕсенчен пĕри Мускавăн тĕп архитекторĕ Михаил Посохин пулнă, премьер патне вăл час-часах хăнана çÿренĕ. Алексей Николаевичăн мăшăрĕ унпа калаçнă чухне хăйĕн кăмăлне пĕлтернĕ пулас.

Косыгин хăй пурнăçĕн юлашки кунĕсемчченех ĕç хыççăн Калинин проспекчĕпе /ун чухне Çĕнĕ Арбата çапла каланă/ çуран утнă. Юнашарах пĕр-икĕ хуралçă пынă.

Косыгин вилнĕ хыççăн унăн ÿтне çунтарса кĕлне хунă урнăна Кремль стени ăшне вырнаçтарма йышăннă. Анчах та унпа сыв пуллашассине тивĕçлипе йĕркелемен. Косыгин ÿтне хунă тупăка Союзсен çурчĕн колоннăллă залне мар, Совет çарĕн театрне вырнаçтарнă. Политбюро членĕсенчен нихăшĕ те театра пыман...

 

/«Комсомольская правда»/

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.