«Хыпар» — 115: хаçат кун-çулĕ

21 Кăрлач, 2021

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов "Хыпар" издательство çурчĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов пулчĕ. Вăл коллектива "Хыпар" хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнипе ăшшăн саламларĕ. 

«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем – преми лауреачĕсем

Çемен Элкер ячĕллĕ премине тивĕçнисем:

Лаврентий Таллеров /1974/, Иван Михайлов /1976/, Леонтий Алексеев /1979/, Иван Матросов /1982/, Валерий Николаев /1984/, Петр Сидоров /1989/, Илья Иванов /1992/, Аркадий Казанов /1993/, Алексей Леонтьев /1995/, Надежда Смирнова /1999/, Николай Коновалов /2004/, Геннадий Максимов /2005/, Сергей Журавлев /2007/, Алина Лукиянова /2009/, Маргарита Ильина /2011/, Ирина Клементьева /2014/, Ирина Иванова /Пушкина/ /2015/, Юрий Михайлов /2018/.

24 Ака, 2020

«Халăх ăсне кĕрсе юлнă»

«Хыпарăн» иккĕмĕш редакторĕ Сергей Кириллов хаçатăн 11 номерне кăларнă. 1906 çулхи çĕртме уйăхĕнчи пĕр номерте политика ыйтăвĕпе çыхăннă статья вырнаçтарнă. Пичетленнĕ хыççăн ăна тĕрĕсленĕ те салатма ирĕк паман, пĕтĕм тираж типографирех юлнă.