Комментари хушас

21 Кăрлач, 2021

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов "Хыпар" издательство çурчĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов пулчĕ. Вăл коллектива "Хыпар" хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнипе ăшшăн саламларĕ. 

Тĕл пулу, тÿрех палăртар, малтан пуçласа вĕçне çитиччен чăвашла иртрĕ. Самани çавăн пек пулнă та, Леонид Ильич чăваш чĕлхине шкулта вĕренмен. Пĕр вăхăтра вĕсен чăваш чĕлхипе литературин учителĕ те пулман. Хăй калашле, чĕлхене ăна урам вĕрентнĕ. 

"Хыпар" хаçата, çак издательство çурчĕн хаçачĕсене халăх юратать. Чăваш хаçачĕсене вуламалла, чăвашла калаçмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та чăваш чĕлхине аталантарса пырасшăн", - палăртса хăварчĕ Леонид Ильич. 

РФ Патшалăх Думин депутачĕ коллективпа тĕл пулнипе тата унăн ырă кăмăлĕпе усă курса журналистсем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Çав шутра медицина отраслĕ пирки самай калаçу нумай пулчĕ. Леонид Ильич медицинăн мĕн пур службине аталантармалла тесе шухăшлать: пуçламăш звенона та, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене, онкологи енĕпе т.ыт. сиплессине те.

Леонид Черкесов Раççейри чăвашсен наципе культурăн федераци автономине ертсе пынă май та нумай ĕç туса ирттерет. Унран çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чăвашсем пулăшу ыйтаççĕ. "Хыпарçăсем" хаçата никĕсленĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ Николай Никольский ячĕпе палăк кирли пирки сăмах хускатсан та вăл ку шухăша ырласа йышăнчĕ. 

Депутат тата общество ĕçĕпе нумай тăрăшсан та Леонид Ильичăн чунĕ сывлăх сыхлавĕпе çывăх пулни аван сисĕнчĕ. Вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Хирург пулнă май кăткăс операци сахал мар тунă. Депутатпа сÿтсе явнă самантсене "Хыпар" издательство çурчĕн хаçачĕсенче тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр-ха.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хăйĕн Тав çырăвĕсемпе «Хыпар» издательство çуртне, издательство çурчĕн директорне – тĕп редакторне Татьяна Вашуркинăна, тĕп редакторăн заместительне Геннадий Максимова тата хыпарсен службин редакторне Вера Ивановăна хавхалантарчĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Рубрика: