«Халăх ăсне кĕрсе юлнă»

24 Ака, 2020

«Хыпарăн» иккĕмĕш редакторĕ Сергей Кириллов хаçатăн 11 номерне кăларнă. 1906 çулхи çĕртме уйăхĕнчи пĕр номерте политика ыйтăвĕпе çыхăннă статья вырнаçтарнă. Пичетленнĕ хыççăн ăна тĕрĕсленĕ те салатма ирĕк паман, пĕтĕм тираж типографирех юлнă. «Цензура тытса чарнă номерĕн листисене эпĕ ыйтнипе çĕнĕрен пичетлерĕмĕр те кăларса ятăмăр. Анчах çак пăтăрмах хыççăн хаçат вулакансем патне вăхăтра çитми пулчĕ. Айăпĕ — кĕпĕрнаттăр хушăвĕнче: вулăс правленийĕсене хаçата сарассине чарма сĕннĕ», — аса илнĕ Николай Никольский.

Кириллов редактор пулма килĕшмен, ытла чăрмавлă та хăрушă тесе пĕлтернĕ. Вăл кайсан редакци ĕçченĕсем пухăнса хаçат пуласлăхĕ çинчен калаçнă. Канашлура хаçат редакторĕ пулма Павел Алексеева суйланă. Анчах редакци унчченхи çул-йĕртен пăрăнман: политика ыйтăвĕсемпе çыхăннă статья нумайланса пынă. Тепĕр уйăхранах хаçата кăларма чарнă, редакцин хăш-пĕр ĕçченне хупса хунă. Сидор Игнатьев редактора ларсан та хаçат тематики хивреленме тытăннă. Полицие, жандармсене тата ыттисене критиклекен, халăхăн йывăр пурнăçĕ çинчен каласа кăтартакан статья йышланнипе хаçата арестленĕ, редакторне касамата янă.

«1906 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 1907 çулхи кăрлач уйăхĕччен темиçе редактор та улшăнчĕ. Редакци йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ, парăм пĕр пин тенке çитрĕ. Çапах хаçатăн çĕнĕ çулхи номерне кăларма ирĕк пачĕç. Юлашки кăларăм тухсанах хаçата кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе хупса хучĕç, редакторне арестлерĕç. Ĕçлекенсенчен хăшĕ-пĕри хуларан тухса кайрĕ, теприсем листовкăсем кăларма пуçларĕç. «Хыпар» Хусаншăн вилчĕ, çапах халăхра ăна манмарĕç. Вулакансем хаçата тирпейлĕ тытатчĕç, унти статьясене кăсăкланса вулатчĕç. Вĕсем халăх ăсне тарăна кĕрсе юлнă», — пăшăрханса çырнă Николай Васильевич.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.