Эпир çук çĕрте лайăх-и?

12 Юпа, 2017

Африкăра шăккалатпа сельдь пулăшăн тунсăхлать

Вăрнар районĕнчи Калинино салинче çуралса ÿснĕ Ирина Львова мĕн пĕчĕкренех Африкăна кайса курма ĕмĕтленнĕ. Хĕрачана унта пурăнакан çынсен ÿт тĕсĕ хăйне евĕр пулни тĕлĕнтернĕ. Хура ÿтлĕ çынсем хĕвел пĕçертсе пăхакан çĕршывра мĕнле пурăнаççĕ-ха? Иринăна çак ыйту кăсăклантарнă.

17 Чÿк, 2016

Чĕлхесене тĕпченĕ чухне хăйне археолог пек туять

Словак каччин Филип Калашăн нумай нациллĕ Раççейпе паллашас ĕмĕт тахçанах çуралнă. Çав тĕллевпех вăл хăй тĕл­лĕн вырăс чĕлхине вĕреннĕ. Нумаях пулмасть ют çĕршыв кач­чи пĕлĕвне тарăнлатма Шупашкара килчĕ. Пĕтĕм тĕнчери студентсен “Грамотей” Интер­нет-олимпиадин çĕнтерÿçи пулнă май вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче практика курсне икĕ эрнене яхăн çÿрерĕ. Асăннă олимпиадăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ йĕркелет, унта кăçал Словакири, Китайри, Казахстанри 20 çамрăк хутшăннă.

7 Утă, 2016

Вĕренÿ кĕнекисем тусан пуçтарса выртаççĕ

Александр Айдаров Эстонире пурăнать, унти Культура министерствинче ĕçлет. Çамрăкскер икĕ çул каялла доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Ача чухне вăл — йăх-несĕлсем мĕнле чĕлхепе калаçни, хăш халăх çыннисем пулни пирки шухăшламан. Çитĕнсе çитсен çакна тĕпчеме тĕв тунă.

19 Раштав, 2014

Çыравçă ят-сумĕ пулсан...

Азербайджанри Баку хулине, тĕрĕк халăхĕсен çамрăк çыравçисен форумне, кайма пуçтарăнсан пуçра тĕрлĕ шухăш капланчĕ. Чи малтанах тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен литератури епле аталаннине, вĕсене патшалăх мĕнле пулăшнине пĕлес, çамрăк авторсен пултарулăхĕпе паллашас килчĕ. Çавăнпа форум программипе килĕшÿллĕн йĕркеленнĕ мероприятисенчен пушансанах тĕрлĕ çĕршывран пухăннă çыравçăсемпе çывăх хутшăнтăм, пĕрле тĕрлĕ ыйту тавра калаçрăмăр, сăмах çăмхи кашнинчех çур çĕр иртни икĕ-виçĕ сехетчен сÿтĕлчĕ.

Pages