Африкăра шăккалатпа сельдь пулăшăн тунсăхлать

Вăрнар районĕнчи Калинино салинче çуралса ÿснĕ Ирина Львова мĕн пĕчĕкренех Африкăна кайса курма ĕмĕтленнĕ. Хĕрачана унта пурăнакан çынсен ÿт тĕсĕ хăйне евĕр пулни тĕлĕнтернĕ. Хура ÿтлĕ çынсем хĕвел пĕçертсе пăхакан çĕршывра мĕнле пурăнаççĕ-ха? Иринăна çак ыйту кăсăклантарнă.

Шкултан вĕренсе тухсан Ирина И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра аслă пĕлÿ илнĕ. Кун хыççăн чăваш хĕрĕ Мускава çул тытнă. Унта вăл Угандăн /Хĕвел тухăç Африкăри çĕршыв/ Мускаври посольствинче ĕçлекен хĕрарăмпа туслашнă. Ирина çывăх юлташне Шупашкара илсе килнĕ, кунти культурăпа паллаштарнă. Кун хыççăн чăваш хĕрĕ те тусĕн çĕршывне Угандăна çитме палăртнă.

10 çул каялла Ирина хутпа ручка илнĕ те пулас упăшкинче хăш енĕсене курас килнине çырнă. Ун чухне вăл пĕр сăмах шухăшласа хунă. «Манпа çывăхрах хутшăнма тăрăшакан каччăсене ыйту парăп. Хăшĕн хуравĕнче çак сăмах пулать — çавă манăн мăшăр», — хăйне сăмах панă вăл. Ирина нумай çĕршыва çитсе кур-нă, тĕрлĕ çынпа паллашнă. Анчах унăн ыйтăвне тĕрĕс хуравлакан тупăнман. Хĕр пурпĕрех пуç усман, шăпа çырнă савнине кĕтнĕ.

Çав кун Ирина тусĕпе Угандăн тĕп хулинче Кампалăра иртекен мероприятие васканă. Ирхине çумăр пĕрĕхнĕ, ют çĕршывпа паллашма килнĕ чăваш хĕрĕ хитре прическине тирпейлес тесе тĕкĕр шыранă. Анчах вăл кантăклă алăк çеç тупнă, унран йăпăртлăха пăхса илес тесе ун патне пынă. Тăрук хыçалтан сасă илтĕннĕ: «Унта мĕн курни хăвна килĕшрĕ-и?» Ахаль те васкакан Ирина çакна илтсен кăштах тарăхнă, хыçалта тăракан арçын çине çаврăнса та пăхман. «Хитререх курăнас килет», — типпĕн хуравланă вăл. Хура ÿтлĕ арçын çав-çавах хăпман, кинори пек малалла калаçнă: «Ку тĕкĕр суять, чăннине пĕлес килсен тепрехинче манран ыйт». «Кур-ха ăна, хăюллă тата», — ăшĕнче вĕчĕрхеннĕ Ирина, хăвăртрах малалла утса кайнă.

Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче Ирина çав арçынна, шлепкеллĕ джентльмена, каллех тĕл пулнă. Хальхинче вĕсем пĕр-пĕрне сывлăх суннă. Ирина ахаль калаçса вăхăта ирттерес темен, Уолтера тÿрех 10 çул каялла шухăшласа хунă ыйтăвне панă. Лешĕ тĕрĕс хуравласан пике шак! хытса тăнă, çурăмĕ тăрăх сивĕ тар чупнă. Ăçтан пĕлет вăл? Кам вăл? Турă янă мăшăр-и? Ирина ун чухне унăн сăн-питне те асăрхаман, мĕнле çын пулнине те сăнаман. Вăл унăн пурнăçне кĕмелли пароле пĕлет — çакă ăна питĕ тĕлĕнтернĕ. Пулас мăшăрĕ Угандăра пурăнни пирки Ирина нихăçан та шухăшламан. Вăл малтанах Уолтера тĕрĕс хурав пирки каламан, кайран çеç пĕлтернĕ. Африка арçынни те питĕ тĕлĕннĕ. Вĕсем çывăхрах хутшăнма тытăннă. Ирина урăх континентра пурăнакан арçынпа пĕр пеклĕх нумаййине асăрханă: пурнăç тĕллевĕ, кăсăкланăвĕ… Вĕсем 1 çул туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă.

Африка çыннисем туйра нумай йăла-йĕрке ирттереççĕ. Малтанах каччă хĕре тăванĕсемпе паллаштарать. Тăванĕсем йăхри наци костюмне тăхăнаççĕ. Хĕрĕн ашшĕне калăм тÿлеççĕ. Анчах укçа памаççĕ, миçе ĕне илсе килмелли пирки калаçса татăлаççĕ тата парне нумай йăтса килеççĕ. Çапла майпа каччă енчи тăванĕсем пикен ашшĕ-амăшне лайăх хĕр ÿстернĕшĕн тав тăваççĕ. Кун хыççăн çеç туй кĕрлеттереççĕ. Иринăпа Уолтер Гериасем туя йăла-йĕркене пăхăнса ирттермен. Мĕншĕн тесен унăн мăшăрĕ хăйĕн çĕршывĕнчи культурăна пăхăнсах каймасть, хальхи пурнăçпа кун кунлать. Уолтер тĕрлĕ çĕршыв пирки нумай кĕнеке вуланă, çавна май вăл чăвашсен культури пирки те кăштах пĕлнĕ. Хальлĕхе вăл Раççейре пулса курман.

Африкăра хĕвел хĕртсе пăхнăран Ирина сулхăна пытанма тăрăшать, хулпуççине тумпа хуплать. Çапах, вăл каланă тăрăх, унта чăтмалла мар шăрăх мар, Раççейре хăш чухне çулла хĕвел тата вăйлăрах хĕртет. Малтан Ирина шкулта ачасемпе ĕçленĕ, вĕсемпе акăлчанла хутшăннă. Халĕ вăл Африкăра урăх визăпа пурăнать. Интернет урлă ĕçлет.

— Ку çĕршывра интереслĕ, çав вăхăтрах хăйне евĕрлĕ культура. Африкăра пурăнакансен шухăшĕпе, шурă ÿтлĕ çынсем — «утса çÿрекен долларсем», çавăнпа вĕсене пур çĕрте те улталама, япалана хаклăрахпа сутма тăрăшаççĕ. Угандăра Матооке ятлă наци апатне тăтăшах пĕçереççĕ. Банана пĕçерсе нимĕрлеççĕ те мăйăр соусĕпе çиеççĕ. Мана пĕçернĕ банан килĕшсех каймасть. Кунта рис, çĕр улми, пылак çĕр улми /унашкалли Раççейре çук/, кассава /çĕр улми евĕр/ çиеççĕ. Тропика çимĕçĕ мăй таран: папайя, манго, гуава, ананас, авокадо… Вĕсем çынсен картишĕнчех ÿсеççĕ. Пан улми хаклă, мĕншĕн тесен кунти çанталăкра вăл ÿсмест. Анчах Африкăра шăккалат тата селедка çук, вĕсене шутсăр çиес килет, тунсăхласа çитрĕм, — каласа кăтартрĕ Ирина соцсеть урлă çыхăнсан. Малалла вулас...

 

Ирина АЛЕКСЕЕВА. И. ГЕРИА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.