Çыравçă ят-сумĕ пулсан...
Азербайджанри Баку хулине, тĕрĕк халăхĕсен çамрăк çыравçисен форумне, кайма пуçтарăнсан пуçра тĕрлĕ шухăш капланчĕ. Чи малтанах тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен литератури епле аталаннине, вĕсене патшалăх мĕнле пулăшнине пĕлес, çамрăк авторсен пултарулăхĕпе паллашас килчĕ. Çавăнпа форум программипе килĕшÿллĕн йĕркеленнĕ мероприятисенчен пушансанах тĕрлĕ çĕршывран пухăннă çыравçăсемпе çывăх хутшăнтăм, пĕрле тĕрлĕ ыйту тавра калаçрăмăр, сăмах çăмхи кашнинчех çур çĕр иртни икĕ-виçĕ сехетчен сÿтĕлчĕ. Малалла вулас...
Çитес вăхăтра "Çамрăксен хаçатĕнче" тутарсен çамрăк поэчĕ Рифат Салах çинчен тата Турцире пурăнакан, çулталăк та икĕ уйăх каялла çеç романсем çырма пуçласа виççĕмĕш кĕнекине 20 пин /!/ экземплярпа пичетленĕ Хатидже Узгюль пирки вуласа пĕлме май пулĕ. "Çамрăксен хаçатне" 2015 çулăн I çурринче илсе тăмашкăн çырăнма çеç ан манăр.