Ĕçлесе илме каякансен йышĕ чакать-и?
Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çулталăкăн малтанхи кварталĕнче 278 çын ĕç шыраса пынă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ ку хутлăхра пысăк тееймĕн: вăл 0, 31 процентпа танлашать. 2015 çулта служба пулăшăвĕпе усă курса 246 çын хăйсен вырăнне тупнă. Республикăри районсен виçĕ уйăх кăтартăвĕсене танлаштарсан çынсене ĕçе вырнаçтарас шай Вăрмарта пуринчен пысăкки - 88,5 процент. Вакансисенчен ытларахăшĕ - районти предприятисемпе организацисем сĕннисем. Сăмах май, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнса кирлĕ специалиста шырама тĕрлĕ тытăмри 33 хуçалăх кăмăл тунă.