Çыру

8 Раштав, 2016

«Йывăрлăхсем пире тата вăйлатрĕç»

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Кремль керменĕн Георгий залĕнче хăйĕн Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче ку — 13-мĕш Çыру. Çырăвăн чи пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарар.

6 Раштав, 2016

Çыру никĕсĕнче - экономикăпа социаллă политика темисем

 Раштавăн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарнипе çыхăннă церемоние хутшăннă. Унта çавăн пекех Федераци Канашĕн Аграрипе апат-çимĕç политики тата çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен комитечĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем пулнă.

6 Раштав, 2016

Çырăва хаклаççĕ

Вероника СКВОРЦОВА, РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ:

— Çырура палăртнă кăтартусем регионсенче медицина аталаннине çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре — çĕршыври ача çуратма пулăшакан чи лайăх службăсенчен пĕри. Юлашки çулсенче республикăра ачасен тата çитĕннисен медицини аван аталанать, кунта пысăк технологиллĕ ме-дицина пулăшăвĕ енĕпе çĕршывра чи лайăх практикăсенчен пĕри. Чи кирли, çакна Президент Çырура та палăртрĕ, отрасле малалла укçа хывасси, ăна аталантарасси.

28 Кăрлач, 2016

Михаил Игнатьев: «Çирĕп аталанакан республикăра пурăнасси — тĕп тĕллев»

Чăваш Республикин парламенчĕн кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ 35-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене унăн хăш-пĕр саманчĕпе паллаштарăпăр. Çырăвăн тулли варианчĕ «Хыпар» хаçатăн кăрлачăн 27-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пичетленнĕ.

27 Кăрлач, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру

Чăваш Республикин парламенчĕн ĕнер иртнĕ черетлĕ 35-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Pages