«Йывăрлăхсем пире тата вăйлатрĕç»
Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Кремль керменĕн Георгий залĕнче хăйĕн Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче ку — 13-мĕш Çыру. Çырăвăн чи пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарар.
Кăмăл-сипет — пĕрремĕш вырăнта
Паян кăткăс ыйтусене çăмăл мар условисенче татса пама тивет — историре кунашкалли пĕрре кăна мар пулнă. Раççей халăхĕ хăйĕн наци интересĕсене, çĕршывăн никама пăхăнман курсне хÿтĕлеме пултарнине тепĕр хут ĕнентерсе пачĕ. Граждансем патриотизм хаклăхĕ тавра пуринпе те кăмăллипе мар, йывăрлăх халĕ те пайтах, пĕрле вĕсене çĕнтерме пултарнине ăнланнипе пĕрлешрĕç. Çак пĕрлĕх никĕсĕнче — Раççейшĕн ĕçлеме хатĕрри.
Çав вăхăтрах çынсем хăйсене пĕрешкел правасемпе тивĕçтерессе, пĕрешкел хисеплессе шанаççĕ. Тĕрĕслĕх принципĕсем универсаллă — вĕсене çине тăрса хÿтĕлетпĕр. Тĕнче аренинче çакăн кăтартăвĕ пур. Анчах пирĕн вĕсемпе çĕршывра шалта та кашни çын тата пĕтĕм общество тĕлĕшпе гарантилемелле. Общество кăнттамлăха, мăнкăмăллăха сивлет, яваплăха, кăмăл-сипете тĕпе хурать.
Медицина аталанать
Халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿсесси малалла пырать. Демографсен "ача çуратасси" текен ăнлав пур, вăл 2013 çулта Раççейре 1,7-пе танлашнă — Европăри чылай çĕршывринчен пысăкрах. Португалире 1,2 пулнă, Испанире, Грецире — 1,3... 2015 çулта Раççейре ача çуратассин пĕрлехи коэффициенчĕ тата кăшт пысăкрах пулать — 1,78.
Социаллă сферăри улшăнусене малалла тăсăпăр — вăл çынсене, вĕсен нушисене çывăхрах пултăр. Унта талантлă çамрăксем те ĕçлеччĕр, çавăнпа специалистсен шалăвне ÿстеретпĕр, вĕсен ĕç условийĕсене лайăхлататпăр.
Медицина тата педагогика вузĕсенче нумаях пулмасть кăна конкурс нуле çывăх шайраччĕ — вăл халь пысăкланать. 2016 çулта педагогика специальноçĕсем тĕлĕшпе вăл 7,8 çынпа танлашнă. 2016 çулта медицина вузĕсенчи бюджет вырăнĕсене вĕренме кĕмелли пĕтĕмĕшле конкурс вара пĕр вырăна 28 çынна яхăн пулнă.
Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ вуçех пулман. Халь çавнашкал центрсем — 94. 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре тин çуралнă ачасем вилесси 1 пин ача пуçне 6,5-пе танлашнă. Европăра 6,6 пулнă — пирĕн кăшт лайăхрах. Кăçалхи вунă уйăх кăтартăвĕсемпе вара Раççей 5,9 кăтарту шайне тухнă. Юлашки вунă çулта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн калăпăшĕ 15 хут ÿснĕ. Паян федераци центрĕсенче кăна мар, регионсенчи клиникăсенче те пин-пин операци тăваççĕ.
Сывлăх сыхлавĕнче çивĕч ыйту нумай-ха. Граждансем черетсене те, кăнттамлăха та кураççĕ. Врачсен ĕç калăпăшĕ пысăк, кирлĕ специалист патне кĕме йывăр. Тепĕр чухне поликлиникăсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, анчах ĕçлекенсен унпа усă курма квалификаци çитмест. Çавăнпа та çитес çултан медицина центрĕсемпе вузсен никĕсĕ çинче врачсене вăхăт иртнĕ май çĕнĕрен хатĕрлессине пуçарăпăр.
Шкулсенче — çĕнĕ 188 пине яхăн вырăн
Пысăк çĕршывăмăрта ачасен хăтлă та меллĕ условисенче вĕренмелле. Юхăннă, авари пулма пултаракан шкул çурчĕсем юлмалла мар. Виççĕмĕш сменăсен, каярахпа иккĕмĕш сменăсен ыйтăвне татса памалла. Вĕрентекенсен квалификацине ÿстерес енĕпе ĕçлемелле. 2016 çултанпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелемелли программăна пурнăçлатпăр. 2016-2025 çулсенче ун валли 25 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. 2019 çулччен шкулсенче çĕнĕ 188 пине яхăн вырăн йĕркелемелле.
Лихачев академик шкулăн пĕлÿ памаллине тата кăмăл-сипете хаклакан воспитание тĕпе хумаллине палăртнă. Паллах, тарăн пĕлÿ парассине упраса хăвармаллах. Анчах шкул программин сехечĕсем кăна çителĕксĕр — театрпа кинора, телекуравпа музейсенче, Интернетра проектсем кирлĕ, вĕсем çамрăксемшĕн интереслĕ пулччăр, хамăрăн литературăпа, культурăпа, историпе кăсăклантарччăр.
Волонтерсене пулăшмалла
Çамрăк ăрура Раççейĕн кăткăс XXI ĕмĕрти шанчăклă тĕревне куратăп. Ахальтен мар ĕнтĕ шкул ачисемпе студентсем паян волонтерсен проекчĕсене хутшăнаççĕ — чирлисене пăхаççĕ, ватăсене пулăшаççĕ, шыравçăсен юхăмне, çут çанталăка, чĕрчунсене хÿтĕлеме хутшăнаççĕ. Пирĕн вăхăт палли — граждансем ыркăмăллăх акцийĕсене анлăн хутшăнни. Çакна тÿлевсĕр, чĕре хушнипе тăваççĕ.
Общество палатинчен, Стратеги пуçарăвĕсен агентствинчен волонтерсене, ыркăмăллăх юхăмĕсене, коммерципе çыхăнман организацисене пулăшас енĕпе тимлĕ пулмашкăн ыйтатăп. Çитес çултан коммерципе çыхăнман организацисем бюджет шучĕпе кÿрекен социаллă пулăшу ĕçĕсене те хутшăнма пултарĕç. Çавăнпа кĕпĕрнаттăрсем те, муниципалитетсен влаçĕсем те илтчĕр: хытă ан пулăр, социаллă ĕçсене пурнăçлама хысна тытăмĕсене кăна ан шанăр, çав организацисене те явăçтарăр.
Çитес çул хăтлăхпа тирпейлĕх программисем валли регионсене 20 миллиард тенкĕ парăпăр. 2017 çул — Экологи çулталăкĕ. Правительствăна Раççейĕн хăйне евĕрлĕ çут çанталăк символĕсене — Атăла, Байкала, Алтая — упраса хăвармалли программăсем хатĕрлеме хушатăп. Çĕршывĕпех вараланă лаптăксене тасатмалла. Ку ыйту пысăк хуласемшĕн кăна мар, ялсемпе поселоксемшĕн те çивĕч.
Санкцисем — чăрмав мар
Икĕ çул каялла экономикăри лару-тăру çивĕчленчĕ — тĕнче рынокĕсенчи конъюнктура япăхланчĕ, хамăрăн наци интересĕсем çине алă султарса пире санкцисен кĕввипе ташлаттарасшăнччĕ. Çапах экономика такăннин тĕп сăлтавĕсем чи малтанах хамăрăн шалти çивĕч ыйтусемпе сăлтавланнă. Çав шутра — инвестици ресурсĕсен, çĕнĕ технологисен, кадрсен дефицичĕ, конкуренци аталанманни, ĕçлĕ климат çитменлĕхĕсем. Халь экономика чакма пăрахрĕ, промышленноçра кăшт ÿсĕм те пур. Пĕлтĕр ВВП 3,7% чакнăччĕ, кăçалхи вунă уйăхра вара вăл 0,3% танлашнă — çулталăкĕпе çапларах пулать пуль.
Промышленноçăн чылай отрасльне, çурт-йĕр рынокне тĕревлемелли программăсем пулăшрĕç. 2015 çулта пурăнмалли 85 миллион тăваткал метр ытла çурт-йĕр хута янă — çĕршыв историйĕнчи рекорд.
Экономикăн йывăрлăхри отраслĕсене пулăшассине малалла тăсăпăр. Автопром пĕтĕмĕшле илсен кăшт чакнă. Анчах груз турттаракан автомобильсем тĕлĕшпе ÿсĕм 14,7% шайĕнче. Чукун çул машиностроенийĕнче ÿсĕм 21,8% танлашнă. Çăмăл промышленноçра та ырă туртăмсем палăраççĕ.
Ял хуçалăхĕ вăй илчĕ
Хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕн çивĕч ыйтăвĕсем яланлăхах пек туйăнатчĕç. Ял хуçалăхĕ пирки темле хура шăтăк вырăнне хурса калаçатчĕç: хуть те мĕн чухлĕ укçа пар — пур-пĕр кăтарту пулмĕ. Анчах пĕтĕмпех урăхларах йĕркелеме пулать иккен. Тивĕçлĕ йышăнусем тупрăмăр, ял хуçалăхне пулăшмалли система туса хутăмăр, çавна май паян АПК — çĕршыва тăрантаракан, тĕнче рынокне тухакан ăнăçлă отрасль.
Çакăнта пирĕн ĕçтешсем санкцисемпе усă курни те пулăшрĕ — эпир хирĕç мерăсем йышăнтăмăр. Ял хуçалăхне пулăшрăмăр. Анчах çакă ĕмĕрлĕх маррине те манма юрамасть, потребителе те рынокри конкуренци кирлĕ, çавăнпа паянхи ырă лару-тăрупа туллин усă курса юлмалла.
Ял хуçалăх аталанăвĕ регионсенчен нумай килет. Вĕсене федераци субсидийĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ытларах ирĕклĕх памалла, пулăшу виçине вара сухалакан çĕрсен калăпăшĕпе, тухăçа ÿстернипе, çавнашкал ытти кăтартупа çыхăнтармалла. Фермерсене рынока тухмашкăн çĕнĕ майсем парас тĕллевпе ял хуçалăх кооперацине пулăшас енĕпе тимлĕх кирлĕ. Ку енĕпе Ял хуçалăх министерствине, Россельхозбанка, Росагролизинга, çавăн пекех Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантаракан корпорацие /çитес çул унăн капиталне 13 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пысăклатăпăр/ çине тăрса ĕçлеме хушатăп.
Çамрăк ăсчахсене — грантсем
Инфляци чакни банксен кредичĕсене йÿнетмелли объективлă условисем çуратать. 2015-2016 çулсенче эпир банк системин капиталне 827 миллиард тенкĕлĕх пуянлатрăмăр. Çак ресурс банксем экономика валли кредит уйăрассине пысăклатма пулăшрĕ. Апла пулин те çавнашкал кредитсен калăпăшĕ кăçал кăшт чакнă. Нумай çĕршывра банксен финанс секторĕ ăнăçлă ĕçлет. Ăна пирĕн те аталантармалла, вăл инвесторсен, граждансен укçине облигацисем, ытти механизм урлă явăçтарма май парать.
Пĕчĕк бизнеса кредитсемпе пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ — ку виçе те малалла чакать-ха. Регионсенчи пысăк мар банксем ансатлатнă требованисемпе ĕçлеме пултарччăр — çапла тума пулать.
Экономикăна çĕнĕ шая çĕклемешкĕн çĕнĕ йышши технологисемпе çыхăннă çул-йĕрсем çине пусăм тумалла. Технологи тĕлĕшпе çĕнĕ ăрури экономика аталанăвĕн анлă программине хута ямашкăн сĕнетĕп. Çак проектсене финанс ресурсĕсемпе тивĕçтермелле, пире квалификациллĕ кадрсем кирлĕ пулĕç. Инженерсене, IT-специалистсене тÿлевсĕр хатĕрлемелли вырăнсен шутне пысăклатăпăр. Тĕп вузсенче, çав шутра регионсенчи аслă шкулсенче те, компетенци центрĕсем йĕркелĕпĕр.
Хамăрăн талантлă çамрăк ученăйсене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем Раççейре хăйсен тĕпчев командисене, лабораторийĕсене йĕркелеччĕр. Вĕсем валли грантсем пулаççĕ, çак тĕллевсене, çавăн пекех наука инфратытăмне аталантарма 2017 çулта хушма 3,5 миллиард тенкĕ уйăратпăр. Çÿлерех калани пĕтĕмпех "Раççейĕн наукăпа технологи аталанăвĕн стратегине" кĕнĕ, ăна çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пусрăм ĕнтĕ.
Тулашри витĕме парăнмастпăр
Юлашки çулсенче пире тулашран витĕм кÿме тăнине куратпăр. Çав шутра — Раççей агрессийĕ пирки калакан халапсем те, пирĕн спортсменсене, çав шутра паралимпиецсене тапăнни те. Саккаспа йĕркелекен информаци кампанийĕсем, компроматсем, менторла вĕрентме хăтланнисем йăлăхтарса çитерчĕç. Кирлĕ тĕк эпир хамăр кирек кама та ăс пама пултаратпăр. Анчах эпир хамăрăн яваплăха туятпăр, тĕнче тата регионсен шайĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама хутшăнмашкăн хатĕр.
Эпир никампа та хирĕçесшĕн мар. Тăшман шырамастпăр, пире туссем кирлĕ. Анчах пирĕн интерессене хĕстернипе çырлахмăпăр. Эпир хамăрăн шăпана хамăрах татса парасшăн. XXI ĕмĕрти тĕнчери хутшăнусен çирĕп тытăмне йĕркелес енĕпе тĕплĕн калаçма хатĕр. Шел те, ку енĕпе сивĕ вăрçă хыççăнхи вунăçуллăхсем сая кайрĕç.
Паянхи ансат мар условисенче Раççейпе Китайăн анлă ĕçтешлĕхĕ тĕнчери тăнăçлăха тивĕçтермелли тĕп факторсенчен пĕри пулса тăчĕ. Раççейĕн тулашри политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри — Индипе стратеги ĕçтешлĕхне çирĕплетни. Японипе тытакан хутшăнусем те лайăхланасса шанатпăр.
Америкăн çĕнĕ администрацийĕпе те алла-аллăн ĕçлеме хатĕр. Икĕ енлĕ хутшăнусене пĕртанлăх никĕсĕ çинче аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççейпе АПШ анлă ыйтусене татса парас енĕпе пĕрле ĕçлени пĕтĕм тĕнче интересĕсене тивĕçтерет. Эпĕ АПШпа пĕтĕм тĕнчерни терроризмпа кĕрешес енĕпе вăйсене пĕрлештерессе шанатăп. Пирĕн çар çыннисем Сирире шăпах çак енĕпе ĕçлеççĕ. Террористсене пысăк сиен кÿнĕ, Раççей çарĕпе флочĕ инçетре ăнăçлă ĕçлеме пултарнине ĕнентерчĕç.
Юлашки çулсенче пире çăмăл килмерĕ, анчах çак тĕрĕслевсем пире татах та вăйлатрĕç. Йывăрлăхсене çĕнтернĕ май эпир малалла каймалли никĕсе йĕркелерĕмĕр. Çĕршывăмăр пуласлăхĕ пирĕнтен кăна, çĕршывăн мĕн пур гражданинĕн ĕçĕпе талантĕнчен, вĕсен яваплăхĕпе ăнăçăвĕнчен килет. Эпир хамăр умри паянхи тата ыранхи тĕллевсене пурнăçлатпăрах.