Çын тата саккун

1 Пуш, 2014

Миллионсем тÿлеттересшĕн

Çынна уголовлă майпа саккуна пăсса явап тыттарнă тăк вăл çакăншăн укçан саплаштармашкăн ыйтма пултарать. Тÿлевĕ - Раççей Федерацийĕн хыснинчен. Ыйтасса ыйтаççĕ-ха та, анчах республикăри судсем чылай чухне укçа тÿлеме хирĕçлекен йышăнусем тăваççĕ. ЧР Прокуратури шăпах çакăн сăлтавĕсене тишкернĕ, прокурорсем пĕлтĕр çак категорири ĕçсене тишкерме хутшăннине пĕтĕмлетнĕ.

25 Нарăс, 2014

Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Юрий ИВАНОВ: «Çынсемшĕн тăрăшнăшăн...»

Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче чылай çул ĕçленĕ Юрий Иванов пирки УК 286 статйин 2-мĕш пайĕпе харăсах пилĕк уголовлă ĕç пуçарни уяр çанталăкри аслати евĕрех пулчĕ. Вăл района ертсе пынă чухне должноç полномочийĕсен картинчен тухнă имĕш - пули-пулми айăплав мар. Следстви хăйĕн версине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă сарчĕ ĕнтĕ: вăл муниципалитет çĕрне тĕлли-паллисĕр салатнă-мĕн. Çавна май хăшĕсем Ю.Иванова касамата ăсатма та ĕлкĕрчĕç пуль. Эпир вара Юрий Александровичпа хăйĕнпе курнăçас терĕмĕр.

29 Кăрлач, 2014

«Вăрттăн» тупăш сиенĕ пирки

Конвертпа илекен ĕç укçи, хваттере тара парса тăвакан тупăш - вĕсем вăрттăн пулнипе, çав усламран çынсем налук тÿлеменнипе сăлтавланнă сиен пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ Правительство çуртĕнче ĕнер иртнĕ пресс-конференцире. Унта çак сферăсемшĕн яваплă темиçе ведомство представителĕсем хутшăнчĕç.

25 Кăрлач, 2014

Çураçу йĕркелĕхе çирĕп тĕревлетĕр

Республикăра пурăнакансен 32% - чăвашсем мар, ытти халăх çыннисем. Çак лару-тăрура чăвашсемшĕн кăтартуллă çураçулăх пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна «толерантлăх» теççĕ, çак пахалăх пирĕншĕн хайхи ăнлав Раççейре çураличчен чылай маларахах кăтартуллă пулнă. Çапах сисчĕвлентерекен уйрăм самантсем çук тееймĕн.

Pages