Комментари хушас

1 Пуш, 2014

Миллионсем тÿлеттересшĕн

Çынна уголовлă майпа саккуна пăсса явап тыттарнă тăк вăл çакăншăн укçан саплаштармашкăн ыйтма пултарать. Тÿлевĕ - Раççей Федерацийĕн хыснинчен. Ыйтасса ыйтаççĕ-ха та, анчах республикăри судсем чылай чухне укçа тÿлеме хирĕçлекен йышăнусем тăваççĕ. ЧР Прокуратури шăпах çакăн сăлтавĕсене тишкернĕ, прокурорсем пĕлтĕр çак категорири ĕçсене тишкерме хутшăннине пĕтĕмлетнĕ.

2013 çулта республикăри судсем граждансен хăйсене уголовлă майпа саккунсăр йĕрленĕ тесе сиене Раççей Федерацийĕн хыснинчен саплаштарассипе çыхăннă 80 ыйтăвне пăхса тухнă. Вĕсенчен 62-шне тивĕçтернĕ. Чăн та, туллин мар, 1940 пин тенкĕлĕх компенсаци шыраса илессине çирĕплетнĕ. 5,3 млн ытла тенкĕлĕх 7 ыйтăва тивĕçтермен.

Калăпăр, Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарса хыснаран 1 млн тенкĕ тÿлеме ыйтнă гражданина хирĕçленĕ. Тавăç тăратнăскер палăртнă тăрăх - ăна 1986 çулта РСФСР Уголовлă кодексĕн 105 статйипе айăпласа çулталăк та 6 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварни саккунсăр пулнă. Çакна вăл унăн приговорне Чăваш АССР Аслă сучĕн президиумĕн йышăнăвĕпе пăрахăçланипе сăлтавланă. Анчах федерацин РФ Граждан кодексĕн иккĕмĕш пайне ĕçе кĕртесси çинчен калакан саккунĕнче пайăррăн палăртнă: кодексăн тивĕçлĕ статйисем 96-мĕш çулччен тата 93-мĕш çултан маларах мар сиен кÿнĕ тĕслĕхсене пырса тивеççĕ. Акă мĕншĕн суд айăпланнăскерĕн ыйтăвне тивĕçтерме сăлтав тупайман.

Прокуратура пĕтĕмлетнĕ тăрăх - 2013 çулта граждансем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарма ыйтнисем тĕпрен илсен сăлтавлă. Вĕсем ыйтакан тÿлев виçисем ытларах чухне темле пысăк мар - 30 пин тенкĕрен пуçласа. Анчах пысăк виçесем те çук мар - 17 млн тенкĕ таранах. Прокуратура шухăшĕпе - нумай тĕслĕхре çынсем ыйтакан виçе вĕсем кăмăл-сипет тата сывлăх тĕлĕшпе сиен тÿснипе шайлашуллă мар. Çавăнпах судсем вĕсене тÿлемелли виçесене чакарнă.

Калăпăр, тĕп хулари Мускав районĕн сучĕ пĕр гражданин ыйтнипе ăна сиеншĕн 30 пин тенкĕ тÿлеме йышăннă. Хăй 17 млн тенкĕ ыйтнă. Çакна РФ УК 210, 174.1, 222, 167 статйисен тĕрлĕ пайĕпе хăйне саккуна пăсса айăпланипе сăлтавланă. Чăнах та, ЧР Аслă сучĕ ăна тÿрре кăларнă. Анчах маларах палăртнă приговорпа ăна 163 статьян 3-мĕш пайĕн «а» пункчĕпе те айăпланă. Çавна май пĕрремĕш инстанци сучĕ вăл 17 млн тенкĕ ыйтни ăна кÿнĕ сиенпе шайлашса тăмасть текен пĕтĕмлетÿ тунă.

Çапах судсен йышăнăвĕсене тишкернĕ хыççăн республикăри районсемпе хуласен прокурорĕсен ячĕпе тивĕçлĕ çыру янă. Унта граждансем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă, вĕсене тĕпченĕ чухне саккунсене пăхăннине çирĕп сăнаса тăмаллине палăртнă, çак ĕçе кирлĕ пек пурнăçласан çынсене кăмăл-сипет, пурлăх тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштармалли тĕслĕхсем те сахалрах пулĕç.


Н.ДМИТРИЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.