Çын тăк çын

22 Нарăс, 2017

Хурçă пек çирĕпскер

— Маргарита, эсир кунта-и? — тĕттĕм залалла тинкерсе ыйтрĕ вăл. Кино мĕнле çуралнине курмашкăн репетицие чĕннĕччĕ журналиста. Кĕтнĕ çын çитсе ĕлкĕрнине пĕлсен камера умĕнчи пурнăç малалла тăсăлчĕ. Юрий Спиридонов хăйĕн ушкăнĕпе пĕрле “Битва за Новоюжку” фильмăн виççĕмĕш пайне ӳкерет.

Чăн та, пушă та тĕттĕм залран курса ларма кăсăклă. Камера умĕнче çынсем вылямаççĕ, пурăнаççĕ тейĕн. Йăлтах çăмăллăн пулса пынăн туйăнать. Анчах та режиссер пĕр сăмаха, пĕр сценăна иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш... хут выляттарать. Çук, никам та ӳпкелешмест. Пĕлеççĕ, тĕп вырăнта — ĕç пахалăхĕ. Унсăр пуçне Спиридоновăн хăватлă кулли такамăн кăмăлне те уçса ярĕ. Сцена пурнăçран пулсан та ăна выляма çăмăлах мар иккен. “Ачасем, кăшт сывлăш çавăрса илме парсамăр”, — “Чăвашфильм” тĕп продюсерĕ, хăй те фильмра выляканскер, хăйне ыттисемпе пĕр тан тытать. Вăл айккинелле пăрăннă вăхăтра кино ӳкерекен ушкăнран ыйтатăп: “Мĕнле ĕçлетĕр Спиридоновпа? Мĕнлерех çын вăл?” Хуравĕ кĕске — ушкăн алăри пуç пӳрнине туслăн çӳлелле çĕклесе кăтартать. Канма вăхăт çитни вара чăнласах сисĕнет — манпа калаçмашкăн шăпăр-шăпăр тар юхтарса пырса тăрать Юрий Спиридонов.

14 Утă, 2016

Вăтаннипе алă çеç тытнă

Мария Иванова Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси Кушкă ялĕнче 1911 çулта çуралнă. Пĕр ĕмĕр ытла хыçа хăварнă ватă çыннăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл килмен. Мария Ивановна 15 çулта амăшĕсĕр юлнă. Мĕн пур йывăрлăх ачисем çине тиеннĕ. Тĕпренчĕкĕсене тăрантарас тĕллевпе ашшĕ сутуçăра тăрăшма тытăннă.

14 Чÿк, 2015

Çĕнĕрен чĕрĕлнĕн туйăнать...

Таяпа Энтри çамрăкĕсем кашни каç ялти кĕпер çине пуçтарăннă, магнитофонпа юрă-кĕвĕ ярса ташланă. Çĕнĕ Çул уявне те пĕр çулхине урамрах ирттернĕ хайхисем. Шăнса кайнă пулин те хăйсем савăнăçлă, чăрăш тавра сикеççĕ кăна.

10 Юпа, 2015

Микисем пуç усман

- Картиш тулли сурăх пирĕн, витере пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тăрăст! тăрăст! сикме юратаççĕ. Халĕ 13 чун. Ăратлă та ĕрчевлĕ хăйсем тата, икшер, виçшер путек таран пăранласа параççĕ. Пĕр такине пусасшăн-ха, пепкене шашлăк-шÿрпесĕр епле çăвăн, çак кунсенче тепĕр мăнук, çиччĕмĕшĕ, çут тĕнчене килчĕ пирĕн.

27 Çурла, 2015

Дмитрий СМИРНОВ: “Вăя ниçта хураймастăп”

Вăл 22 çеккунтра 16 тонна таякан автобуса 15 метр таран куçарать, 410 килограмм таякан "кĕвентене" çĕклет, 140 килограмм таякан пĕрене, 150 килограмлă "Атлас чулĕ" /бетон шар/, 130 килограмлă "Аполлон тĕнĕлĕ" /снаряд/ йăтать... Пауэрлифтинг енĕпе тĕнче спорт мастерĕ Дмитрий Смирнов пекки Атăлçи тăрăхĕнче те çук.

Pages