Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан Анатолий Каргин хăйне евĕрлĕ çын. Вăл хăй вăхăтĕнче кире пуканĕпе штанга çĕклессипе районта çеç мар, республикăри ăмăртусене те хутшăннă. Кайран лашасемпе кăсăкланма пуçланă. Паянхи кун урхамахсемсĕр пурăнма пултараймасть. Çак спорта аталантарассине пуçĕпех парăннă.
Шупашкартан Комсомольски салине кĕнĕ çĕртен инçех те мар ипподром вырнаçнă. Унталла çывхарнăçемĕн пысăках мар йывăç пÿрт, тимĕр çапса тунă вите, вакун прицепĕ асăрхарăм. Утă купи тĕлĕнче хăмăр урхамахпа пони кавлесе тăраççĕ, кунтах чăхсемпе автан, кăрккасем çимелли шыраса хылчăк ăшĕнче чаваланаççĕ.