cтатистика

8 Çурла, 2018

ПĔТЕС ХĂРУШЛĂХ ПУР

Чăваш Енре пурăш барсук , тилĕ, енот йытти мĕн чухлĕ?
Кăçалхи çу уйăхĕнче вĕсен хисепне те шутланă. «Тилĕ — 2484, пурăш — 258, енот йытти — 37, — пĕтĕмлетнĕ асăннă министерствăра. — Республикăн Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи йышăнăвĕпе пурăша тытма чарнă хыççăн хисепĕ 2017 çулхинчен 20,9% хушăннă. Ăна та 2019 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕччен тытма юрамасть».

27 Ака, 2018

Камăн ĕни сĕтлĕрех?

2017 çулта Чăваш Енри ял хуçалăхĕн хăш организацийĕсем чи лайăх кăтартупа савăнтарнă? Çак тата ытти ыйтăва республикăн Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăрат ĕçĕн пайĕн ертÿçи Светлана Мясникова хуравлать.
— Кашни ĕнерен вăтамран миçе килограмм сĕт сунă?
— 5386 /2016 çулхинчен 4,2% нумайрах/.
— Сăвăм ăçта 5 пин килограмран ытларах?
— Шупашкар, Вăрнар, Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Етĕрне, Тăвай, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк районĕсенче.

13 Пуш, 2018

Çур акине хатĕрленеççĕ

Республикăри хуçалăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хĕрсех хатĕрленеççĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50,5 пин тонна /кирлĕ виçен 102,7 проценчĕ/ хатĕрленĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 47,9 пин тонна вăрлăха тĕрĕсленĕ, 66 процент /31,5 пин тонна/ кондицие ларнă.

7 Пуш, 2018

Уяв тĕлне - 10 ача сачĕ

Шупашкар хула администрацийĕнче тунтикунхи канашлура «Вĕрентÿ аталанăвĕ» патшалăх проектне пурнăçа кĕртесси пирки калаçнă. Тĕп ыйту — шкул ÿсĕмне çитменнисем валли садикре вырăнсем хатĕрлесси.
Çĕршывра ача сачĕсем хăпартма бюджетран ытларах укçа уйăрма палăртнă. Чăваш Ене 1 млрд та 330 млн тенкĕ килĕ. Кăçал Шупашкарти «Çĕнĕ хула» тата «Соляное» районсенче садиксем çĕклеме пуçлĕç. 2018-2019 çулсенче 8 садик хăпартас ыйтăва тăратма кирлине палăртнă. Çакна йышăнсан тĕп хула 550 çул тултарнă тĕле çĕнĕ 10 ача сачĕ пулĕ. Унта 2 пин шăпăрлан çÿреме пултарĕ.

Pages