Камăн ĕни сĕтлĕрех?

27 Ака, 2018

2017 çулта Чăваш Енри ял хуçалăхĕн хăш организацийĕсем чи лайăх кăтартупа савăнтарнă? Çак тата ытти ыйтăва республикăн Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăрат ĕçĕн пайĕн ертÿçи Светлана Мясникова хуравлать.
— Кашни ĕнерен вăтамран миçе килограмм сĕт сунă?
— 5386 /2016 çулхинчен 4,2% нумайрах/.
— Сăвăм ăçта 5 пин килограмран ытларах?
— Шупашкар, Вăрнар, Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Етĕрне, Тăвай, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк районĕсенче.
— 2017 çула хăш хуçалăхсем чи лайăх кăтартупа вĕçленĕ?
— Кашни ĕнерен вăтамран «Ольдеевская» — 8360, «Атлашевский» — 8005, «ЧебоМилк» — 7577, «Чура-чикское» — 7457 /пурте Шупашкар районĕнчен/, «Новый Путь» /Элĕк/ — 8088, «Победа» /Елчĕк/ — 7809, «Родина» — 7773, «Ленинская искра» /Етĕрне/ — 7574, «Асаново» /Комсомольски/ — 7431, «Смак-Агро» /Сĕнтĕрвăрри/ — 7308, «Коминтерн» /Хĕрлĕ Чутай/ 7083 литр суса илнĕ.
— Ушкăнри кашни ĕнерен 2017 çулта чи нумай сунă оператор кам?
— Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра вăй хуракан Лидия Андреева. Унăн кăтартăвĕ — 8791 килограмм! Иккĕмĕш вырăнта — «Родина» операторĕн Галина Толстовăн: 8750. Виççĕмĕшне «Ленинская искра» хуçалăхри Мария Фадеева йышăнчĕ: 8601 килограмм.
— Чи кăсăклă самант патне çитрĕмĕр. Хăш хуçалăхри тата хăш ĕне сĕт чи нумай антарнă?
— «Ольдеевская» агрофирмăри Хыркасси ялĕнчи Артистка! Тен, каласан та ĕненмĕр? Çулталăкра 13353 килограмм!
Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.