Çĕнĕ автобуссем кÿрсе килĕç
Шупашкарта кăçал çулларан пуçласа общество транспорчĕн шучĕ чакĕ. Çакăн пирки хула администрацийĕн сайтĕнче пĕлтернĕ.
2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Шупашкарта транспорт шучĕ 532 единица, маршруткăсен шучĕ 128 таран чакĕ. Вĕсен вырăнне пассажирсене пысăк тата вăтам класлă автобуссем илсе çÿрĕç. Çакăн пирки ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, çавра сĕтелте Шупашкар администрацийĕн транспорт пулăшăвĕн тата çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев пĕлтернĕ.
Çавăн пекех маршрутсен схеми, вĕсен номерĕсем те улшăнĕç. Паян хула тăрăх 756 общество транспорчĕ, 486 маршрутка пассажирсене турттарать, çапах та вĕсем хăйсен ĕçне вăхăтра пурнăçлаймаççĕ. Сахал вырăнлă автобуссем пĕр вăхăтрах пур çынна та кирлĕ вырăна илсе çитереймеççĕ, транспорт единицин шутне вара ÿстерме май çук. Çакă чиновниксене транспорт реформи пирки шухăшлама хистенĕ те.
Комментари хушас