Cпорт

21 Нарăс, 2016

Чăваш Ен командин - кĕмĕл медаль

Сыктывкарта 15-16 çулсенчи хĕрсемпе каччăсен хушшинче йĕлтĕрпе чупас енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртет. Тупăшусен тăваттăмĕш кунĕ Чăваш Ен пикисемшĕн ăнăçлă пулнă - Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Кристина Кусковăпа Екатерина Григорьева, Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 1-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен аппăшĕпе йăмăкĕ - Зойăпа Елена Зайцевăсем - эстафетăра ăмăртса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин чысне хÿтĕлекен спортсменкăсем Мускав хĕрĕсене 4 çеккунт кăна выляса янă. Виççĕмĕш вырăнта - Томск облаçĕн пикисем.

8 Раштав, 2015

Кăтартусем лайăхлансах пыраççĕ

Раштавăн 1-4-мĕшĕсенче Чăваш Енре World:kills Russia 4 чемпионат иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчере вăй илнĕ çакнашкал тупăшура професси пĕлĕвĕ илекен яшсемпе хĕрсем е çамрăк специалистсем вăй виçеççĕ.