Владислав Третьяк: «Спорта юратакан пурнăçра та малта!»
Шупашкарти Пăр керменне уçма çĕршыври паллă спортсменсем килессе малтанах пĕлтернĕччĕ. Июнĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче Раççейри хоккей федерацийĕн президенчĕпе Владислав Третьякпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва республикăри физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков та хутшăннă.
«Çынсене кăчăк туртакан центр пулĕ»
Республикăра çитĕнекен ăрăва спорта явăçтарас ыйтупа тимлĕ пулнине асăннă май Михаил Васильевич хăш-пĕр çитĕнÿсем çинчен уйрăммăн каласа хăварнă. Акă, 2014-2015 çулсенче Чăваш Ен хоккей командисем Раççей ăмăртăвĕнче аван кăтартусемпе палăрнă. «Сокол-98», «Сокол - 2002» виççĕмĕш вырăнта пулнă. Хоккее, сăмах май, паян 10 спорт шкулĕнче 1000 ытла çын иленнĕ. Вĕсене çак спортăн вăрттăнлăхĕсене 27 тренер алла илме пулăшать.
«Ку вăл сывлăх, культура, искусство, хутшăну керменĕ, урăхла каласан çынсене хăйĕн патне туртакан хăйнеевĕр центр пулĕ»,- тенĕ Владислав Третьяк. Чăваш Енре спорт аталанса пынине ырласа палăртнă май Пăр керменĕнче малашне тата та пысăк мероприятисем ирттерме майсем уçăлни çинчен каланă.
«Ураран ÿкес самантра та «ывăнман» теттĕм»
Çак ĕçлĕ калаçу хыççăнах Владислав Александровичпа Михаил Васильевич «Спортăн çуллахи бульварне» çитсе курчĕç. Ăна Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ умĕнче хулари тĕрлĕ кружоксемпе секцисене çÿрекен, шкул çумĕнчи лагерьсенче канакан ачасем йĕркелерĕç. Хоккей, спорт аэробики, мини-гольф, сĕтелçи теннис, шахмат, шашка, самбо... - мĕнле кăна спорт тĕсĕпе кăсăкланакан çук-ши кунта!
Совет тапхăрĕнче çĕршыври нумай-нумай шкул ачишĕн чăн кумир пулса тăнă, халĕ те тĕрлĕ ăру çыннисен кăмăлне каякан паллă спортсмена курсанах шĕвĕрсем ăна хăйсен аллинчи буклет çине асăнмалăх алă пусса памашкăн тилмĕрчĕç. Вĕсен куçĕнчи çутта асăрханăран Третьякăн сăнĕ çинчен те йăл кулă кайма пĕлмерĕ, вăхăт хĕсĕккине пăхмасăрах никамăн кăмăлне те тивĕçтермесĕр хăвармарĕ вăл. «Çапла, яланхиллех уçă кăмăллă», - мĕлтлетрĕ пуçăмра шухăш вăл темиçе çул каялла Шупашкара килсен интервью илнине аса илнĕ май.
Сумлă хăнаран ыйтса пĕлес текенсем хальхинче те пулчĕç - ачасем. Ача-пăча керменĕнче зал - лăк тулли. Акă, микрофон умне шăпăрлансенчен чи хăюлли тухрĕ.
«Хоккейла выляма чăнахах йывăр-и?»- ыйтрĕ вăл.
- Эсир юрăри сăмахсене илтнех ĕнтĕ: «Хăравçă хоккейла вылямасть». Вăй хумасăр, çине тăмасăр, хăйне-хăй нимĕн те пулмасть пурнăçра. Спортра та çавах. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен йĕркене çирĕп пăхăнма вĕреннĕ. Манăн тренер Анатолий Тарасов çав-çавах асăрхаттарусем тăтăш тăватчĕ. Çакă тарăхтаратчĕ те - пĕррехинче хăю çитерсех çакăн çинчен каларăм. Тренер йăл кулчĕ те: «Эпĕ сана «тÿрлетсех» тăратăп пулсан - эсĕ чĕрĕ спортсмен!» - терĕ.
Халĕ питĕ лайăх ăнланатăп ĕнтĕ: аслисем юратсан кăна çапла тăваççĕ, - ăшшăн калаçрĕ Владислав Александрович.
- Сирĕн пек пулма çынна мĕн кирлĕ? - хăй чăннипех спорта чунтан парăнас кăмăллине систерчĕ тепĕр ача.
- Кашни çынра Турă панă мĕнле те пулин пултарулăх пур, ăна тупса палăртма кăна пĕлмелле. Чăн çитĕнĕве вара ĕçченлĕхпе, чăтăмлăхпа çывхартма пулать. Манăн атте çар летчикĕ пулнă - мана та хăйĕн çулĕпе ярасшăнччĕ. Çирĕп сывлăхлă, пиçĕ ут-пÿллĕ пултăр тесе ĕçе пĕчĕклех явăçтарнă. Тантăшăмсем пулла каятчĕç - манăн йăрансем çумламаллаччĕ, шăвармаллаччĕ. Ĕçлесе ÿсни пысăк спорта тухма пулăшрĕ, ураран ÿкес пек самантра та тренера: «Çук, ывăнман-ха», - теттĕм.
Михаил Игантьев ачасем хăйне те «канăçсăрлантарасса» кĕтменччĕ ку тĕлпулура, ахăртнех, анчах хастарсенчен пĕри: «Эсир вара çемьере мĕнлерех ÿснĕ?« - тесе ыйтрĕç.
- Саккăрăн эпир аттепе аннен. Пĕр-пĕринпе туслă пулни пире вĕренÿре те, килти ĕçре те пулăшса пынă. Атте-анне сăмахĕнчен иртмен, вĕрентекенсене те итленĕ. Ачалăхра мĕнле «сывлăшпа» ÿсни малашнехи пурнăçăн никĕсĕ пулса тăрать те, - хăйĕн «ăнăçу формулипе» паллаштарчĕ Михаил Васильевич.
Шкул ÿсĕмĕнчи арçын ачасемпе хĕрачасене Третьяк 1972 çулта Канадăпа вылянă хыççăн чунĕнче мĕнле туйăмсем хуçаланни те, каярахри çулсенче хоккей енĕпе çак вăйлă çĕршыв командинче мĕншĕн выляма килĕшменни те, килĕнче мĕнле чĕрчунсем усрани те кăсăклантарчĕ. Хăйне пысăка хумасăр, çав вăхăтрах ачасене мăн çынсен шайне хурса тимлĕ калаçрĕ тĕнче чемпионĕ, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ. Уçă калаçу хыççăн кăмăл тăвакансемпе асăнмалăх сăн ÿкерттерме те хаваспах килĕшрĕ.