Кăтартусем лайăхлансах пыраççĕ

8 Раштав, 2015

Раштавăн 1-4-мĕшĕсенче Чăваш Енре World:kills Russia 4 чемпионат иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчере вăй илнĕ çакнашкал тупăшура професси пĕлĕвĕ илекен яшсемпе хĕрсем е çамрăк специалистсем вăй виçеççĕ. Ĕç профессийĕсен ят-сумне ÿстерес, пĕлÿ шайне тĕнче стандарчĕсен картне лартас тĕллевпе пуçарнă анлă проекта пирĕн республикăра та йĕркелеме тытăннăранпа професси вăтам пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ чылай организацийĕнче специалистсене пахалăхлăрах хатĕрлени курăнать. Çак кунсенче иртнĕ черетлĕ чемпионат ырă улшăнăва ĕнентерчĕ те.

Сваркăшăн - "лайăх" паллă

Чемпионата хутшăнакансем ку хутĕнче 11 компетенципе тупăшрĕç. Конкурссене йĕркелеме тĕрлĕ техникум-колледжра ятарласа уйăрнă лапамсене республика ертÿлĕхĕн представителĕсем те çитсе курчĕç. Акă раштавăн 3-мĕшĕнче Шупашкарти электромеханика колледжĕн вĕренÿ центрĕнче "Сварка технологийĕсем" компетенцире ăмăрту еплерех пынипе Чăваш Рспубликин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин паллашрĕ. Унпа пĕрлех çамрăк сварщиксем конкурс заданийĕсене мĕнле пурнăçланине премьер-министр çумĕ Алла Салаева, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çитсе курчĕç.

Сварщиксен ĕçĕсене хаклакан тĕп эксперт Владимир Кузьма асăннă профессие алла илме хатĕрленекен каччăсен /конкурсантсен хушшинче пĕр хĕр те çукчĕ/ ăсталăх шайĕ малтанхи çулсенчипе танлаштарсан самай пысăкраххине палăртрĕ. Ретĕн-ретĕн хурса тухнă изделисене хăнасене кăтартнă май чемпионат пуçласа иртнĕ чухне кунашкаллине экзотика пек хакланине аса илчĕ. Чăн та, пысăк ăсталăх патне çакнашкал хăвăртлăхпа ăнтăлма техникумри оборудование çĕнетни те витĕм кÿрет.

Конкурс заданийĕсене пур-нăçлама пуçăниччен пулас сварщик ĕçлеме хатĕррине ятарлă тренажер-симуляторпа тĕ-рĕслеççĕ. "Ăслă" çак техникăпа тренировка кирек мĕн чухлĕ ирттерме те май пур-мĕн: электрод расхутланмасть. Меллĕ самантпа усă курса Иван Моторин та хăйне тĕрĕслеме кăмăл турĕ: сварка ĕçне пултараять-и? Машина премьер-министра пĕкĕ евĕр "çĕвĕ" тума хăнăхтарчĕ - задание пурнăçланине "лайăх" паллăпа хакларĕ.

- Паян çамрăксем ĕç профессийĕсем патне туртăнма пуçланине сисетпĕр. Асăннă чемпионат çакна пушшех аван кăтартса парать. Конкурсантсен хушшинче пуласлăхра самай пысăк çитĕнÿсем тума пултаракансем пуррине куратпăр, - терĕ делегаци умĕнче колледж директорĕ Алексей Судленков.

Инженери, ĕç профессийĕсен сумĕ ÿснине, сăмах май, РФ Президенчĕ Владимир Путин та Федераци Канашне çуллен яракан Çырăвĕнче палăртрĕ. "2019 çулта Хусанта професси ăсталăхĕн тĕнче чемпионачĕ иртмелле," - терĕ вăл шăпах World:kills анлă сарăлнине палăртса.

Малалла - округри чемпионата

Раштавăн 4-мĕшĕнче чемпионат хупăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысласа Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче уяв йĕркелерĕç.

Малти вырăнсене тухнисене сцена çине йыхравласа саламлас церемоние пуçăниччен ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов сăмах илчĕ. Ăмăртăва хутшăннисене, вĕсен вĕрентекенĕсене, экспертсене тав тунă май кашнин тÿпи пĕлтерĕшлине асăнчĕ.

- Кунашкал тупăшăва хутшăнни - аслисем эсир çитĕнÿсем тăвасса çирĕп шанни. Професси каçалăкĕнче ăсталăхпа палăракан çын пурнăçне те ăнăçтараять, - палăртрĕ Сергей Владимирович.

Хăйсен компетенцийĕнче ăсталăха чи çÿллĕ шайра кăтартса панисем /11 çĕнтерÿçĕ/ Чăваш Ен ятне федерацин Атăлçи округĕн чемпионатĕнче хÿтĕлĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.