Арăмĕ Мускавра чухне упăшки «качча» кайнă
Мулшăн пурăнмастпăр, çапах унсăрăн та май çук. Шалу тивĕçтерменнипе чылай чăваш Мускава çул хывать, профессие улăштарса урăх ĕçе кÿлĕнет. Çавнашкал çынсем хушшинче чăваш халăх тата эстрада юррисене шăрантаракан Валентина ПОПОВА та пур. «Çупкăм-çупкăм иçĕм çырли», «Тăвансем пĕрле пулсан» СD-дисксен авторĕпе, Мускаври чăваш наципе культурин обществин, тĕрлĕ наци пĕрлешĕвĕн хисеп хучĕсене тивĕçнĕскерпе, нумаях пулмасть тăван тăрăха килсен курнăçрăмăр.