Чуна уçса калаçар

18 Çурла, 2016

Чĕлхине пуянлатма чăвашла нумай вулать

Халăх хушшинче кĕнекесем сарнă май хăйне евĕрлĕ пулăм асăрхарăм: ытти район çыннисемпе танлаштарсан, Муркашсем питĕ хастар. Вĕсем «Çамрăксен хаçатне» вулама юратнине курса ĕнентĕм. Орининти библиотекăран ман ятпа электрон çыру килчĕ.

11 Çурла, 2016

Тĕлĕкре те кĕвĕ илтет

Катя ПЕТРОВА юрăçа, мусăкçа, ЧР тава тивĕçлĕ артисткине Чăвашра çеç мар, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕскер, хăмăр куçлăскер, пилĕк таран вăрăм çÿçлĕскер сцена çинче сăпайлăхĕпе, тараватлăхĕпе палăрса тăрать.

28 Утă, 2016

Çывăх çыннисен шухăшĕпе — Валера нихăçан та йăнăшмасть

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий КАРПОВ тĕрлĕ енлĕн палăрчĕ: вăл театр сцени çинче вун-вун сăнар калăпланисĕр пуçне концертсем ертсе пырать, чăваш юррисене питĕ ăста шăрантарать.

14 Утă, 2016

Унăн юррисемпе ĕнесем сĕт нумайрах антараççĕ

Чăваш Республи­­кин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, паллă юрăçа Александр ВАСИЛЬЕВА Чăвашра пĕлмен çын çуках. Вăл халăх патне хăйĕн черчен те çепĕç юррисемпе çул тупайрĕ. Çавăн пекех «Янра, хуткупăс, савăнăçлă тусăм» кăларăма ертсе пырса тăван халăхăмăр культурине çĕклерĕ.

Pages