"Икĕ пуртă, çĕçĕ, алă пăчки тата... ĕмĕт! Чиркÿ хатĕр те", - шÿтлерех пĕтĕмлетет вăл. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче пурăнакан Николай Ильин ятарлă станоксăр, алă туйăм-сисĕм вăйне кăна шанса арман, чиркÿ, карап макечĕсене ăсталать.
Мĕнле хурăн çинчен сăмах пынине, вулаканăм, ăнкараймарăн пулĕ-ха. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче "ÿсет" вăл. Унăн тураттисем хĕлĕн-çăвĕн симĕс. Туятăп, эпĕ шахвăртнине сисрĕн. Çапла, ăста алăсен "çимĕçĕ" ку йывăç.
Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелти лаша усракан Павловсен килĕ тĕлне хашлаттарса чупса çитрĕм, шала кĕрсе сывлăш çавăрса илесшĕнччĕ - пулмарĕ, хуçисем алăка питĕрсе хăварнă. «Çемье пуçне витесем патĕнче шыра, выльăх-чĕрлĕх патне тухса кайрĕ вăл», - терĕç кÿршисем.