Комментари хушас

9 Çурла, 2014

Йывăçран пулин те - хăвачĕ пурах

"Икĕ пуртă, çĕçĕ, алă пăчки тата... ĕмĕт! Чиркÿ хатĕр те", - шÿтлерех пĕтĕмлетет вăл. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче пурăнакан Николай Ильин ятарлă станоксăр, алă туйăм-сисĕм вăйне кăна шанса арман, чиркÿ, карап макечĕсене ăсталать.

Николай Иванович платник ĕçĕнчен аякра тăнă çын. Шалти ĕçсен тытăмĕнче чылай çул вăй хунă, эксперт-криминалист пулнă. "2003 çулта анне вилсен пĕччен тăрса юлтăм. Ним ĕç çукран тенĕ пек çак япаласене ăсталама пикентĕм, - "чун çимĕçĕсене" сĕтел çине вырнаçтарса лартнă май калаçать вăл. - Районти чиркÿсенчен иккĕшĕн макетне çеç ăсталаман эпĕ. Мăнçырмари чиркĕвĕн куполне пĕлтĕр çеç лартнăран тăхтаса тăтăм. Унпа тата Пăртасрипе кăçал ĕçлеме пуçласшăн".

Чиркÿсем ăста килĕнче тусанланса лармаççĕ. Кÿршĕ-аршă, пĕлĕшĕсем вĕсене çывăх çыннисене, хурăнташ-тăванне парне пама илсе кайсах тăраççĕ. "Укçи те çук мар ĕнтĕ кĕсьере, лавккара та темĕн те пур. Анчах чуна çывăххине, пахине тупаймарăм", - çакнашкал сăмахсене час-часах илтет Николай Ильин. Шеллемест, парса ярать. "Ара, хамăр ялти чиркÿ Грецие çитнĕ. Куншăн питĕ савăнатăп, - тет вăл. - Петĕрсен пĕр хĕрĕ çак çĕр-шыва качча тухнă. Темиçе çул каялла асăнмалăх тесе илсе кайрĕ. Халĕ те упранать теççĕ". Тепри тата Саранск хулинчи музейре вырăн тупнă. Шупашкарти Пушар хуралĕн музейĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи çунса кайнă шкул çурчĕн макечĕпе юнашар Ильинăн чиркĕвĕ ларать. Вăрмар прокурорĕн ĕç пÿлĕмĕнче районти мĕн пур турă çурчĕ пур... Кам кăна пăхса киленмест-ши Ильинăн чиркĕвĕсене, арманĕсене?! Каласа пĕтереймĕн.

- Чиркÿ ахаль япала мар вĕт. Турăпа çыхăннă. Тем курасси пулĕ... Çÿлти вăйсем шиклентермеççĕ-и? - ыйтатăп хавасланса калаçакан кил хуçине пÿлсех.

- Пачăшкăран пил илнĕ эпĕ. "Малалла та ĕçле", - терĕ. Хамран лайăхрах пулма тăрăшмастăп, мĕнле пур çапла ĕнтĕ. Капла лăпкăрах пурăнма. Час-часах чиркĕве те çÿрейместĕп. Йăла-йĕркене тытса пыма тăрăшатăп. Ĕçе пуçăниччен кашнинчех сăх сăхатăп. Çавăнпа çылăх пулмасть пулĕ. Эп ăсталанă чиркÿсем çынсене кирлине туятăп. Киревсĕр ĕç тумастăп тесе шухăшлатăп.

Каламасăрах паллă: йывăçа касса вăл е ку япала хурăмне кĕртесси çăмăл тата ансат, хăвăрт пулакан ĕç мар. Николай Иванович каланă тăрăх - пĕр макетпа вăтамран уйăх иртет. Пăсса хурсан тÿрлетесси тата? Апатчен ĕçлет те вăл кĕнеке вулама пикенет. Хальхи вăхăтра Гумилева "шĕкĕлчет". Кирек ăçта кайсан та чи малтан кĕнеке туянать вăл. Н.Ильинăн килти вулавăшĕ пуян. Çÿлĕксем çинче тĕрлĕ автор хайлавĕ вырăн тупнă. Юлашки вăхăтра этнографипе кăсăкланма пуçланă. Чăваш халăх историйĕ пирки каласа паракан кĕнекесене хаклă тупра вырăнне хурса алла илчĕ...

Ĕç пÿлĕмĕ, сĕтелĕ питĕ хăйне евĕрлĕ унăн. Пуканĕ патша тронĕ пек, сĕтелĕ революцичченхи саманаран юлнă евĕрлĕскер. Малти, кайри стенасем çинче - тĕнче картти, Раççей гербĕ /каллех хăй тимĕртен касса кăларнăскер/. Сĕтел çинче - Карл Маркс бюсчĕ. Хунар. Глобус. Ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксем...

- Мĕн хавхалантарать-ха сире? - кил хуçин чун киленĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçăмлатас тесе малалла тĕпчетĕп.

- Çулсем иртеççĕ. Умра пире кашнинех хура каç чатăрĕ кĕтет - пăрăнса юлаймăн. Шухăшлатăп та - ку япаласем хам вилнĕ хыççăн тепĕр ăру çурă пурăнаççех. Çакă хавхалантарать мана. Хăшне-пĕрне, тен, ман чиркÿ йăлăхтарĕ те. Анчах ăна тухса пăрахаймĕ. Чĕркесе курăнман пĕр-пĕр вырăна хума пултарĕ çеç. Хăратать çапах та. Пĕрисем: "Телевизор çине лартса хуратăп та пăхса ларатăп. Кăмăл çĕкленет", - теççĕ. Теприсем чиркÿ кÿлепине илесшĕн мар, шикленеççĕ. Те усал сăмах персе яран, те урлă-пирлĕ пурăнан. Йывăçран пулин те унра темле хăват пурах пулĕ тетĕп.

Энĕшпуç чиркĕвĕн макетне сăнатăп. Чăн-чăнни евĕрлех. Калăпăшĕ кăна пĕчĕкрех.

- Епле майпа çапла пĕрешкел тума пултаратăр? - ыйтатăп хам тĕлĕннине пытараймасăр. - Сăн ÿкерчĕк тăватăр-и? Е урăх темле меслет пур-и?

- Чи малтан, паллах, кайса пăхатăп. Куçа хупсан япалана пур енчен те курмастăп тăк - эпĕ хатĕр мар, картне ларман, мехел çитмен. Апла тăк тĕпчемелле, сăнамалла, пахаламалла. Унсăрăн ăçта та пулсан йăнăшма пултаратăп. Йăнăша тÿрлетесси, ай, мĕнле çăмăл мар вăл. Палăртни куç умне хăйне хăй шуса тухсан çеç шанчăклăн ĕçе пуçăнма пултаратăп. Яваплă ĕç пулсан, паллах, ÿкерме тивет.

Вунă çул хушшинче миçе чиркÿ, арман, карап ăсталанă-ши Николай Иванович? Шучĕ çук. "Çынсем илсе кайса пĕтермен пулсан пÿрт тулса лармаллаччĕ", - тет хăй. Çил арманĕсен ĕмĕрĕ те тахçанах иртнĕ. Ĕлĕкрех вĕсем кашни ялта виççĕ-тăваттă пулнă. Хальхи вăхăтра Вăрмар районĕнче Хуруй ялĕнче кăна упранса юлнă. Вăл та пулин кĕçех çĕрпе танлашать. Николай Ильин çак армана "чун кĕртнĕ". "Çуначĕсем çук, йăлт ишĕлсе аннă. Ятарласа кайрăм çав вырăна. Пуран кÿлепине, кăштах формине илтĕм те туса хутăм", - пĕчĕк армана мана парнеленĕ май пĕлтерет ăста.

Çар тивĕçĕсене шыв ай кимми çинче пурнăçланă Ильин. Çавна май карап ăсталасси те уншăн - чун киленĕçĕ. Умри тĕллевсем те пысăк. Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче тĕрлĕ ялтан пынă ватăсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен кашниех тăван çĕрĕнчи чиркĕве ялан çумра курасшăн, ăсталаса пама ыйтаççĕ.

"Шел, пурнăç талккăшĕ ансăрлансах пырать. Вĕçне çитиччен чикĕ леш енне кайса курасчĕ. Аппасем кайса килчĕç, мана та чĕнчĕç. Сывлăх хавшакрах та çула тухма тăхтарăм, - тет Николай Иванович. - Турă пулăшса пытăр ĕнтĕ. Юлашки çулсенче пур çĕре те çитме тăрăшатăп. Республика кунне паллă тунă çĕре, Çĕрпÿ ярмăрккине кашни çул каятăп".

...Энĕшпуçĕнчи чиркÿрен инçех мар урамри улма-çырла тĕмми айне пулнă тирпейлĕ çуртран хавхаланса тухрăм. Чунпа çирĕп, ырă ĕмĕт-тĕллевлĕ çынсемпе калаçнă хыççăн кашнинчех кăмăл çĕкленет.

В.БАГАДЕРОВА.

Вăрмар районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.