Автограф

28 Çу, 2018

Литературăра — 70 çул

Анатолий Федорович Ермилов-Юман чăваш тĕнчинче кăна мар, пĕтĕм анлă Раççейĕпех чи аслă та чи пысăк стажлă поэтсен шутĕнче. Вăл 85 çул тултарчĕ. Унăн пĕрремĕш сăвви пичетре 1947 çултах тухнă, ун чухне авторĕ 15 çулта пулнă.

22 Пуш, 2018

Е.В. БАРСКАЯ: «Тайма пуç сана, тăван халăхăм!»

Елена Барская-Блинова Хĕвелпи — Аслă Таяпан хисеплĕ гражданинĕ. Чаплă çак ята вăл тăван тавралăхшăн, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса тивĕçрĕ. Пултарулăхĕ виçесĕр тесен те йăнăш мар. Халăх академикĕ. Эмине тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ.

24 Чÿк, 2017

Çемьесенче тăнăçлăх хуçалантăр!

Тĕлĕнмелле маттур та пултаруллă хĕр-хĕрарăм пур анлă Чăваш тĕнчинче! Вера Кузьмина, Нина Григорьева, Раиса Ерусланова, Зоя Андреева, Ольга Талля, Олимпиада Иванова, Алина Иванова, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Августа Уляндина...

Pages