Комментари хушас

25 Юпа, 2017

Тăван çĕре савса эп хыврăм юрă... Ю.Д. Кудаков композитор тата педагог 75 çул тултарнă май

Чăвашра вăл хайланă юрăсене пĕлмен-илтмен çын çук та пулĕ. Ятне кăна кала – чунра юрă-кĕвви янăраса та каять, сăмахĕсем чĕлхе вĕçне килеççĕ. «Хурлăхан», «Кăвак чечексем», «Малтанхи юратăвăм», «Пире тăван кĕтсе тăрать», «Çыру çырсамăр салтаксем патне», «Пиçет пилеш, пиçет палан»... Юрий Кудаков хайланă пĕтĕм юрра асăнса та тухаймăн – сакăр çĕр ытла вĕсем! Чылайăшне хальхи чĕлхепе «хит» тенĕ пулĕччĕç: ара, хăй вăхăтĕнче вĕсем пĕрре янăранă хыççăнах пин-пин чăваш чунне тыткăнланă, радио тата телевидени эфирĕнче пĕр вĕçĕм шăраннă. Концертсем пирки калама та кирлĕ мар: Кудаков çырнă юрăсемсĕр пĕри те иртмен. Халĕ те вĕсем чăвашсен чи сумлă юрăçисен репертуарĕнче. Кунта Зоя Лисицына, Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Геннадий Никифоров, Василий Николаев ячĕсене асăнмалла. Чăваш театрĕсем лартнă 33 спектакле пултаруллă композитор хăйĕн юрри-кĕввипе илемлетнĕ: «Праски инке хĕр парать», «Кăвак сирень айĕнче», «Çĕмĕрт шап- шурă çеçкере», «Шупашкарти савни» т.ыт.те. Пысăк калăплă хайлавсен хушшинче: «Туя туй пек тăвар-и?» юрăллă-ташăллă сюита, «Ялти уяв», «Акатуйра» хор сюитисем т.ыт.те.

Маларах калани – Юрий Дмитриевич Кудаков ĕçĕ-хĕлĕн, пултарулăхĕн пĕр енĕ. Тепри те пур /ăна халăх питех тавçăрмасть/: Ю.Д.Кудаков – ăста педагог, методист, наука ĕçченĕ. 1967 çултан пуçласа 2016 çулччен вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патша-лăх педагогика институчĕн /халĕ университет/ музыка инструменчĕсен кафедринче вăй хунă: малтан преподаватель пулса, 1981 çултан – аслă преподаватель, 1992 çултан – доцент. 1998 çулта педагогика наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Пурĕ 170 ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Тăрăшуллă педагог пĕлÿ панă вун-вун музыка учителĕ республикăри тата ун тулашĕнчи шкулсенче çамрăк ăрăва юрă-кĕвĕ илемне туйма вĕрентет.

Çак кунсенче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, талантлă композитор тата ăста педагог Юрий Дмитриевич Кудаков 75 çул тултарать. Чунĕпе ватăлма пĕлмен аслă юлташăмăра пурнăçĕнче ырлăх-сывлăх, пултарулăхĕнче сÿнми хавхалану сунса хăйĕн пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.

– Юрă-кĕвĕ туйăмне Турри пурне те памасть. Сирĕнте çак ырă ен хăçан палăра пуçларĕ?

– Ачаранах темелле. Ман атте те, анне те юрра-ташша ăста çынсем пулнă. Каннă вăхăтра та, ĕçкĕ-çикĕре те юрă пуçласа халăха хавхалантарнă. Çакна та каламалла: эп çуралса ÿснĕ Хутар сали ĕлĕкренпех хут купăс, сĕрме купăс калакансемпе пуян пулнă. Манăн аслă пичче Валентин та /çемьере эпир вара сакăр ачаччĕ/ тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама ăстаччĕ. Юлташĕсемпе пĕрле вăл балалаечниксен квартетне те йĕркеленĕччĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса каланă чух эпир, вĕтĕр-шакăр, кĕвĕ çеммипе ниçта кайса кĕреймесĕр сиккелесе, пăркаланса тăраттăмăр. Каçсерен вара ял урамĕсем хут купăс сассипе тулатчĕç, яш-кĕрĕм вăййа тухатчĕ. Кашни касăн хăйĕн купăсçиччĕ. Çĕрĕпе янратчĕ юрă-кĕвĕ. Çамрăксем çеç мар, ваттисем те çывăрмасăр итлесе киленетчĕç.

1956 çулта ман пичче Валентин, Мускавра çар хĕсметĕнче тăраканскер, вăхăтлăха тăван киле курма килчĕ. Хăйĕнпе пĕрле «Шуйский» текен хут купăс илсе килчĕ. Отпускĕ вĕçленсен ăна мана парнелесе хăварчĕ. Унччен пирĕн килте хут купăс тавраш пулман, çавăнпа эп калас килнĕ чух тус-юлташ патне çÿреттĕм. Хам купăслă пулса тăрсан вара чылай ăсталанса çитрĕм – улахсенче, туйсенче, концертсенче ăна алăран яман.

– Шкулта вĕреннĕ тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?

– Вăрçă хыççăнхи пурнăç çăмăл пулман – пурпĕрех шкулта вĕренме интереслĕччĕ. Учителĕсем те пирĕн маттурччĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.