Комментари хушас

28 Çу, 2018

Литературăра — 70 çул

Анатолий Федорович Ермилов-Юман чăваш тĕнчинче кăна мар, пĕтĕм анлă Раççейĕпех чи аслă та чи пысăк стажлă поэтсен шутĕнче. Вăл 85 çул тултарчĕ. Унăн пĕрремĕш сăвви пичетре 1947 çултах тухнă, ун чухне авторĕ 15 çулта пулнă. Çавăнтан пуçласа вăл вулакансене савăнтарать: пин-пин сăвă, вун-вун поэма, темиçе кĕнеке сонет çырнă. Унăн сăвăллă роман та пур. А. Юман сăввисемпе композиторсем вун-вун юрă çырнă. Хăшĕ-пĕрне Шупашкарти театрсем хăйсен репертуарĕнчи спектакльсене кĕртнĕ. «Канаш» хаçат çумĕнчи «Шевле» литпĕрлешĕвĕн чи хастар членĕ те теме пулать ăна, ялан çыравçăсен хушшинче, çамрăксене кирек хăçан та пулăшма хатĕр.

Унăн псевдонимне пăхатăн та шухăшлатăн: ку çынна чăнах та çак çирĕп йывăçран туса яман-ши? Уншăн çулсем иртни нимĕн те мар пек туйăнать. Вăл кунсерен пĕр чарăнми хайлавсем çырать, хăйне шăпа тата çут çанталăк уйăрса панă ĕçе тивĕçлĕн тăвать, çăл куç пек тапса тăракан пултарулăхĕпе пирĕн пысăк çĕршыври нумай сасăллă халăхсен литературине пуянлатать. Анатолий Юман — чунне парса ĕçлекен çын.

Шурсухалăмăр 85 çул тултарас умĕн эпир унпа тĕл пулса литература çинчен калаçрăмăр, кăштах иртнĕ çулсене аса илтĕмĕр. Унăн шухăшлавĕ анлă, ăс-тăнĕ çивĕч – кун пек çынна сайра тĕл пулатăн.

— Анатолий Федорович, çамрăклах пуçланă эсир çырма...
— Ачаллах сăвă çырса аппаланаттăм. Пĕррехинче 1946 çул вĕçĕнче пĕр сăввине Чăнлă район хаçатне – «Пĕрлешÿллĕ ĕç» — ярса пама хăюлăх çитертĕм. Унта хĕрпе каччă юратăвĕ, хĕр савнине салтака ăсатни çинчен çырнăччĕ. Хаçатра ăна Çĕнĕ çул хыççăн «Колхоз такмакĕсем» ятпа пичетлесе кăларчĕç. Паллах, йĕркесене тÿрлеткеленĕччĕ, сăмахсене улăштаркаланăччĕ ĕнтĕ, анчах пĕр куплетне ним чухлĕ те тĕкĕнменччĕ ун чухнехи редактор – Михаил Иванович Нюдеев. /Вăл хăй те çыратчĕ, аяла «М.Вострецов» тесе алă пусатчĕ/. Вара мана, 15 çулти ачана, 1949 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче редакцие ĕçлеме илчĕ. Хĕллеччĕ ун чух, сивĕччĕ, редакци пÿлĕмĕсене хутмастчĕç, шăнса-кÿтсе каяттăмăр. Пĕр-пĕрне ылмаштарса уборщица пÿлĕмне ăшăнма чупаттăмăр, ăна хутатчĕç. Ытла хĕн пулнипе мана анне: «Урăх унта ан кай, шкул пĕтер», — терĕ. Пĕр уйăх редакцире ĕçлесе пăхнă хыççăн вара яла таврăнтăм, çĕнĕрен шкула кайрăм. Çапах та редакцири ĕçсемпе паллашма ĕлкĕртĕм, макет тума вĕрентĕм.
Район хаçачĕн редакцине çĕнĕрен 10 класс пĕтернĕ хыççăн 1952 çулта килтĕм. Ун чухне редактор Зинаида Митрофановăччĕ. 1962 çулта Хусанти партин аслă шкулĕнчен журналистика енĕпе 6 уйăхлăх ятарлă курссем пĕтерсе тухрăм. Редактора лартасшăнччĕ, анчах мана пултарулăх ĕçĕ çывăхрах, çавăнпа килĕшмерĕм. Редактор пулса вара А.А. Романов килчĕ. Сăвă çырма эпĕ урăх пĕртте чарăнман...
Шупашкарти паллă чăваш çыравçисемпе мĕнле паллашнă?
— Хамăр хаçат валли сăвăсем çырсах тăраттăмччĕ. Пĕррехинче вĕсене пирĕн редактор Шупашкара ярса панă, унта паллă поэт Уйăп Мишши асăрханă. Владимир Сатай, пирĕн район хаçатĕнче икĕ çул ĕçленĕскер, Шупашкарта пурăнатчĕ ĕнтĕ. 1953 çулта эпĕ ун патне хăнана кайрăм. Шăпах тата икĕ çын пырса кĕчĕç. Кусем çыравçăсем пулса кайрĕç: пĕри — Илпек Микулайĕ, тепри – Александр Артемьев. Паллашрăмăр. Вĕсен калаçăвне тимлесе итлесе лартăм. Çав каçхинех Сатай хваттерĕнче туй кĕрлерĕ -- А.Артемьев авланчĕ, Сатай ун хăйматлăхĕ пулчĕ. Çавăн пек интереслĕ самант тĕлне лекрĕм эпĕ Шупашкара. Кун çинчен хамăн пĕр поэмăра та çырса кăтартнă. 1954 çулта вара ман сăвăсем «пысăк» пичете лекрĕç, Шупашкарти «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, «Ялав» журналта пичетленчĕç. Паллă поэт Александр Алка манăн «Ильич сăнарĕ» сăвва лайăх хак парса киле çыру çырчĕ. 1956 çулта Шупашкара çамрăк çыравçăсен канашлăвне чĕннĕччĕ, унта Петĕр Хусанкайпа, Çемен Элкерпе, ыттисемпе паллашрăм. Сăвăсене Шупашкарта тухнă «Çеçпĕл çеçкисем» ятлă сборник валли те суйласа илчĕç /пухаканĕсем Василий Давыдов-Анатри тата Иван Кузнецов/. 1958 çулта «Ялав» журналăн виçĕ номерĕнче ман «Телей сăпки» ятлă пысăк поэма пичетленчĕ. Ăна Юхма Мишши аван хак парса çырнăччĕ. Пĕрисем сумлă журналта çамрăк поэта çавăн чухлĕ нумай вырăн панă тесе ÿпкелешнĕ тет, анчах Чăваш Республикин Писательсен союзĕн ун чухнехи председателĕ Алексей Талвир мана мухтарĕ, литература фондĕнчен укçа парса та хавхалантарчĕ.
Ун чухне çыравçăсем хисепре пулнă апла...
— Çапла. Патшалăх вĕсене хаклатчĕ, пулăшатчĕ. Гонорарсем те пысăкчĕ. Писатель-поэт паллă та хисеплĕ çынччĕ ун чухне. Вĕсене халăх палланă, пĕлнĕ. Влаç çыннисем те хисепленĕ. Шупашкарта хăйсен кану çурчĕ те пурччĕ, Мускава Пултарулăх çуртне ĕçлĕ вăрăм командировкăсене яратчĕç. Сăмахран, Юхма Мишши унта самай пулнă, нумай вырăс писателĕпе паллашнă. Литература фончĕ те пулăшу паратчĕ пире.
Чĕмпĕр енчи вырăс çыравçисемпе хăçан çыхăну тытма пуçланă?
— Пĕррехинче Ульяновскран Аслă Нагаткина халăхпа тĕл пулма темиçе писатель килнĕччĕ: Евгений Мельников, Лев Бурдин, Владимир Дворянсков... Вĕсемпе çавăнта паллашнăччĕ. Кайран тĕл пулса калаçса ларнисем те пулнă. Бурдин ман нумай сăвва вырăсла куçарчĕ. Вăл куçарнă сăвăсем 1994 çулта Саратовра «Рукопожатие» ятлă уйрăм кĕнекепе тухрĕç.
Сирĕн сонетсен кĕнекине халăх питĕ киленсе вуларĕ, пысăк хак пачĕ. Мĕнрен пуçланчĕ ку?
— 2002 çулта ман çемьере пысăк çухатусем пулчĕç: икĕ уйăхра Натюш ятлă аслă хĕр тата мăшăр вилчĕç. Питĕ йывăр тапхăр пулчĕ ку маншăн. Çапла пĕрре хамăн çамрăк чухнехи юлташ – Петр Сымкин — патне Шупашкара кайрăм. Вĕсем арăмĕпе иккĕшĕ лару-тăрăва çăмăллатма шухăшланă иккен: манăн пĕрремĕш юрату Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать терĕç. Чăнах та, Кивĕ Улхаш хĕрĕпе Мария Уртемеевăпа эпир çамрăк чухне тус пулнă, анчах пире пĕрлешсе пурăнма шăпа пÿрмен. Мария Васильевна малтан Пушкăртра пурăннă, кайран Çĕнĕ Шупашкара куçнă, упăшки вилнĕ. Сымкинсем вара Мария Васильевнăна телефонпа хăйсем патне чĕнсе илчĕç.  Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.