Ăсталăх

19 Чÿк, 2015

Пĕр машина ылтăн парсан та кунтан каяс çук

Алă ăстисем Турăран. Пĕрисем çак пултарулăха пытарма тăрăшаççĕ, теприсем ăна çине тăрсах аталантараççĕ. Хăпартлануллă кăмăлпа савăнăç парнелекен юратнă ĕç тупăш та кÿрет. Чылай чухне укçи пĕлтерĕшлĕ мар-ха. Чи кирли - алăпа тунă ĕçсем пĕлĕшсене, тăвансене савăнăç кÿни.

12 Чÿк, 2015

Унăн тĕррисенчен Мускавсем те тĕлĕнеççĕ

Нумай çул пĕрле пурăнакан Людмилăпа Евграфий Ивановсем патне кĕрсен асамлă тĕнчене лекнĕнех туйăнать. Пÿрт тĕрленĕ картинăсемпе тулнă. Стенаран мĕнли кăна çакăнса тăмасть-ши? Кăмпа пуçтаракан ачасем, хĕрарăмсем, лаша утланнă виçĕ пăхаттир... Кил хуçи хĕрарăмĕн алли ылтăн. Малалла вулас...

6 Нарăс, 2015

Вагиз КАМАЛЕТДИНОВ: Тĕнче курса чуна пуянлататăп

Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче çуралса халĕ те кунтах пурăнакан Вагиз Камалетдинова мĕн ачаранпах сăрă-кăранташпа çуралакан илем илĕртнĕ. Вичкĕн куçлăскер çавăн чухнех, "йывăçсем пысăккăн курăннă" вăхăтсенчех, ытти тантăшĕ асăрхаманнине сăнанă, шурă хут çине куçарнă.

5 Нарăс, 2015

Унăн аллинче упасем, акăшсем, чарлансем “чĕрĕлеççĕ”

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра йывăçран касса кăларакан ăстасем пурри пирки унчченех илтнĕччĕ. Çак ялта пулма тÿр килсен йывăç касăкĕ ăста аллинче кÿлепене çаврăннине хамăн куçпа курса ĕнентĕм. 25 çулти Юрий Федоров çав кун шăпах аслашшĕпе асламăшĕн çуртĕнче ĕçлетчĕ. Унта вĕсем ятарласа мастерской тунă.

16 Юпа, 2014

Шăнкăрч вĕлли - ĕмĕрлĕх киленÿ

Чун йăпатмăшĕ ăна шурлăх пекех шалтан-шала туртать.

Шупашкарта пурăнакан Владимир Ефремов ал ăстине вунă çул ытла пĕлетĕп. Балконри мастерскойĕпе савăнса паллашнăччĕ. Кукаçи пулнă ĕнтĕ, анчах чунтан кăмăллакан ĕçе халĕ те пăрахмасть - шăнкăрч вĕллисене шкул ачи пекех юратса ăсталать. 40 çулта çунатлă туссем валли миçе тунă-ши? Тĕрĕссине хăй те пĕлмест. 400-тен кая мар пулĕ тет.

Pages