Вагиз КАМАЛЕТДИНОВ: Тĕнче курса чуна пуянлататăп
Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче çуралса халĕ те кунтах пурăнакан Вагиз Камалетдинова мĕн ачаранпах сăрă-кăранташпа çуралакан илем илĕртнĕ. Вичкĕн куçлăскер çавăн чухнех, "йывăçсем пысăккăн курăннă" вăхăтсенчех, ытти тантăшĕ асăрхаманнине сăнанă, шурă хут çине куçарнă. Ÿнер тĕнчине никам хĕтĕртмесĕр-сĕнмесĕр, хăюсăррăн утăм хыççăн утăм туса кĕрсе пынă вăл. Çапла пурăна-киле Чăваш Енри тутар халăхĕ мăнаçланмалăх художниках пулса тăнă.
Мăнаçлă ялăн çыннисем те...
Урмаел. Куç умĕнче çĕнелсе-пуянланса пыракан çак ял витĕр тăван ялăмалла çул выртать. Пирĕн Аслă Чурачăк юнашарах вырнаçнă. Ачаранах Урмаел çинчен пĕлни çакăнпа сăлтавланнă та. Студент вăхăтĕнче тусăмсемпе тăван тăрăха килнĕ чухне вĕсем 1000 ытла çын пурăнакан çак пуян яла автобус чÿречинчен тинкерсе тĕлĕнетчĕç. Кермен пек капмар кирпĕч çуртсем, чăх вĕçсе каçайми çÿллĕ хапха-хÿме, вĕсем çинчи тутар тĕрри-эрешĕ, тирпейлĕ урамсенче чылай кил умĕнче чаплă автомашина ларни... Акă, мĕн тыткăнлатчĕ тантăшăмсен куçне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче çак ялта. Вăхăт самантлăх та чарăнса тăмасть - вăл малаллах шунă майăн тĕнче те, çынсем те улшăнса пыраççĕ. 20 çул каялла куç-пуçа чарса пăрахтараканни хăнăхнă пулăм е япала пек çеç туйăнма пуçлать. Каçал чăвашĕсем хушшинче тĕпленсе пурăнакан тутарсен ялĕ вара паян та иртен-каякана чăн-чăн архитектура палăкĕ шайĕнчи çуртсемпе тыткăнлать. Акă, виçĕ мечĕт мăнаçлăн таçтан курăнса ларать. Эпир студент чухне çĕнĕ шутланнă урам та вăрăмлансах, çĕнĕ çуртсемпе пуянлансах пырать. Шĕкĕрлĕхне кура "Париж" хушма ят та хăй çумне çыпăçтарнă иккен. Малалла вулас...