Аслă çĕнтерÿ: 70 çул

14 Çу, 2015

Кукамай аса илeвe

Вăрçă... Мĕн тери тискеррĕн те хăрушшăн илтĕнет çак сăмах! Вăрçă... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи... 1418 талăк хушши кĕрленĕ вăл. Пирĕн чечекленекен Тăван çĕршыва 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтнĕ, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ.

Вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитрĕ пулин те юн тăкнă паттăрсем халĕ те çынсен асĕнчех. Вĕсем пире малалла утма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарсах тăраççĕ.

14 Çу, 2015

Çĕнтерÿ гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ

Аслă Çĕнтерĕвĕн сăваплă уявĕ умĕн тата вăрçă хирĕсенчен таврăнма пÿрмен ентешсене пĕтĕм халăхпа пуç тайнă кун республикăри чылай районпа хулара çĕнĕ Астăвăм вырăнĕсем, палăксемпе обелисксем уçăлчĕç. Вĕсем патне выртакан çул нихăçан та курăкпа хупланмĕ.

14 Çу, 2015

Амбразурăна хăйĕнпе хупланă

Тăвай районĕнчи Кармал ялне пырса кĕнĕ çĕрте, йывăç хушшинче, бронза бюст ларать. «Паттăр Коля Афанасьева - ентешĕсенчен», - çырнă постамент çине. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунă Николай Афанасьева асăнса лартнă палăка Енĕш Нăрвашра çитĕннĕ Алексей Майраслов скульптор 1975 çулта ăсталанă.

14 Çу, 2015

Нĕркеçрен Берлина çитнĕ

Умра - «Хыпар» хаçатăн 2010 çулхи августăн 5-мĕшĕнче тухнă номерĕ. «Курск пĕккинчен Кенигсберга çитнĕ» статьяри сăнÿкерчĕке тинкерсе пăхатăп. Вăрçă вăхăтĕнче тунă сăнÿкерчĕкре - икĕ хĕр-салтак. Вĕсенчен пĕри, сылтăмри - аннепе пĕртăван аппа - Калиса Петровна Грачева.

Pages