- Чăвашла верси
- Русская версия
Кукамай аса илeвe
Вăрçă... Мĕн тери тискеррĕн те хăрушшăн илтĕнет çак сăмах! Вăрçă... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи... 1418 талăк хушши кĕрленĕ вăл. Пирĕн чечекленекен Тăван çĕршыва 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтнĕ, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ.
Вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитрĕ пулин те юн тăкнă паттăрсем халĕ те çынсен асĕнчех. Вĕсем пире малалла утма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарсах тăраççĕ.
Тăван çĕршыва фашизм чуралăхĕнчен хăтарас тесе ырми-канми ĕçленĕ, вăрçă çулăмĕнче тасалса чун пуянлăхне, илемне упраса хăварнă çынсемпе мухтанма тивĕç эпир.
Çав хăюллă, паттăр çынсем çинчен калаçнă чухне эпĕ яланах хамăн кукамая аса илетĕп. Вăл, Ксения Прокопьевна Прокопьева, 1920-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Çăмăл пулман çамрăк хĕрĕн пурнăçĕ, темĕн те тÿссе ирттерме тивнĕ.
Кукамай çирĕм пĕр çула пуссан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Ялти вăйпитти арçынсем çапăçу хирне тухса каяççĕ, хĕрарăмсемпе çул çитмен çамрăксем - Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма. Вăл вăхăтра Германи çарĕ Мускав патнелле талпăннă. Гитлер çак хулана илсе унта парад ирттерме ĕмĕтленнĕ. Совет халăхĕ кар тăрса фашистсене Мускав патĕнчен хăвалать. 1941-1942 çулсенчи сивĕ хĕле, выçлăха пăхмасăр ĕçленĕ тылри халăх.
1942 çулхи çуркунне пуçламăшĕнче тин Сăр хĕрринче окоп чавакан çынсем тăван ялĕсене таврăнаççĕ. Килне çитсен тепĕр хуйхă тупăнать кукамайăн. Унăн амăшĕ, Наталья Матвеевна, чирлесе вилет. Кукамайпа вунпиллĕкри йăмăкĕ тăлăха юлаççĕ. Пурнăç йывăрлăхĕ кукамая тиенет. Чунне хытарса, куççульне çăтса чăтнă вĕсем йăмăкĕпе иккĕшĕ. Кукамайăн аслă пиччĕшĕсем - Кĕркури, Михаля тата Курти - çав вăхăтсенче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Кĕркури 1942 çулта аякри вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă. Михаля зенитчик пулнă тесе каласа паратчĕ кукамай.
1942 çулта кукамая Котлас хули çумĕн-чи вăрман касса пурăнакансен поселокне илсе каяççĕ. Çамрăк хĕрсем хĕлĕпе вăрман каснă, çуркунне юханшыв тапрансан пăрлă шыва кĕрсе сулăсем çыхса юхтарнă. Каçхине, бараксене таврăнсан, вĕсене ыраш пăтти пĕçерсе çитернĕ, икçĕр алă грамм çăкăр панă. Çамрăксем цингапа чирлеме тытăннă. Кукамайпа ĕçлеме кайнă хĕрсенчен чылайăшне унтах пытарнă. Турри сыхласа хăварнă пулĕ тăванăма çак усал чиртен. Пурăнас кун-çулĕ пулнах çамрăк хĕрĕн.
1943 çулта Ленинград патĕнчен нимĕç фашисчĕсене хăваласа ярсан вăрçă вут-çулăмĕ хĕвел анăç еннелле куçать. Çак вăхăтра кăшт çăмăллăхсем панă çамрăк хĕрсене, хăшне-пĕрне килĕсене янă, чирлисене сипленме урăх вырăнсене ăсатнă. Кукамай Юнтапа хĕрĕпе киле таврăнать, колхоза ĕне сума вырнаçать. Вăрçă пĕтичченех тăрмашать çак ĕçре. Кил-çурта пĕчченех тытса тăрать вăл. Кукамайăн йăмăкĕ, Варвари, вăл вăхăтра Уралти Алапаевск хулинче техника училищинче вĕреннĕ.
Çĕнтерÿ кунне лайăх астуса юлнă кукамай, «Фермăран çитрĕм те апат çиме лартăм. Урамра кăшкăрашни, хаваслă калаçни илтĕнчĕ. Чупса тухрăм та çынсем савăннипе пĕр-пĕрне ыталанине куртăм. Вăрçă чарăннă, нимĕçсене çĕнтернĕ!» Çак сăмахсене аса илнĕ чухне унăн куçĕнчен куççуль шăпăртататчĕ. Эпĕ кукамая ăшшăн ыталаса илеттĕм, паянхи тăнăç пурнăçшăн ăна чунтан тав тăваттăм.
Халĕ çук ĕнтĕ кукамай. 93 çула пуссан пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Анчах унăн ăшă сăн-сăпачĕ, ĕçĕ, ырă кăмăлĕ, манăçми сăнарĕ, ăс парса вĕрентнисем ĕмĕрлĕхех пирĕн асра юлĕç. Çакăн пек маттур, тÿсĕмлĕ, çирĕп пулнă манăн юратнă кукамай.
Вăхăт шăвать, тÿссе ирттерни манăçа тухать. Анчах вăрçă çулĕсенче пурăннă, ĕçленĕ паттăрсене хисеплесе эпир кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче Асăну палăкĕ умне чĕрĕ чечек çыххисем хурса чыслатпăр.
Владимир ПАВЛОВ, 8 класс.
Вăрнар районĕ,
Хăмăш шкулĕ.
Комментари хушас