АНЧАХ...

5 Авăн, 2015

Чипер Варвари

Ывăнма пĕлет-и çамрăк кĕлетке? Кунĕпе ĕçлесен те каçхине вăййа тухас килет пĕве кĕнĕ хĕрĕн. Петĕрĕн ытамĕнче мĕнешкел лайăххине пĕлет вăл. Чуптуса та курнă. Пĕррехинче каччă ял хĕррине чĕнсен те хирĕçлемен Варвари. Унта, çын курман çĕрте, вăрттăн çимĕçе тутанса пăхрĕç вĕсем. Çак вырăнта темиçе те тĕл пулчĕç каярахпа. Юратакан çынсем пĕр-пĕринчен вăтанаççĕ-и? Хырăм юлнине пĕлсен çеç ял-йышран намăсланчĕ хĕр. Ашшĕ-амăшĕ мĕн калĕ тата? Нумай шухăшласа вăхăт ирттермерĕ хайхискер - хырăм пăрахма палăртрĕ. Юнашар ялти пĕр хĕрарăм пулăшрĕ ăна.

22 Çурла, 2015

Пулаймарăм эп сан мăшăру

«Атя, студент чухнехине аса илер. Атăл хĕрринче уçăлса çÿрĕпĕр. Кафере апатланăпăр», - сĕнет Петĕр. Вăл Мускавран ĕçлесе килнĕ ĕнтĕ. Ахăртнех, енчĕкĕ хулăн унăн. Килĕшес-и е çук-и? Вăт авланаймасть Петĕр. Çаплипех мана савнине калать, ыттисене юратаймасть имĕш. Мĕн тупнă вăл ман çумра? Ахăртнех, хăй те хуравлаймĕ.

25 Утă, 2015

Пĕччен мар

Шкулта вĕреннĕ чухне мана хамран аслăрах каччă Дима килĕшетчĕ. Куçĕ çутă пĕлĕт пекех кăвакчĕ, кулли питĕ илемлĕччĕ. Ун пек каччăна мĕнле килĕштермĕн? Шкулти мĕнпур хĕр Димăна юрататчĕ. Мана вара вăл пачах та асăрхамастчĕ. Чăнах та, пит шатраллă, çÿçĕм лăпăс-лапăс кăтра. Анчах та эпĕ çапах хамăн ĕмĕт пурнăçланасса шанаттăмччĕ.

11 Утă, 2015

Упăшкана пула намăс куртăм

Туй кĕрлеттернĕренпе вунпилĕк çул çитрĕ ĕнтĕ. Ывăлпа хĕр ÿстеретпĕр. Пурăнатпăр майĕпен. Лайăх та япăх та теейместĕп - тĕрлĕрен пулать. Ара, килте чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ вĕт.

4 Утă, 2015

Интернетри капăр пурнăç

Çÿлти хутри кÿршĕсем лăпкă пурăнма пĕлмеççĕ. Акă каллех тем пайлаççĕ. Хамăр хваттерте кăшкăрашнă пекех йăлт илтĕнет. Хулара никамран та нимĕн те пытараймăн. Хатĕр-хĕтĕр çĕмĕреççĕ, çапăçаççĕ, йĕреççĕ. Хăш чухне арçынна тăн кĕртме хĕрарăм йĕрке хуралçисене те чĕнсе илет. Хальхинче те кил хуçине суда парассипе хăратать. Кайса шаккас-и? «Пурăнма ан вĕрент», - тейĕç. Арăмĕпе упăшки пĕр майлă пулса мана тапăнма пуçлĕç. Ирĕксĕрех шăла çыртса чăтма тивет. Хĕрарăм мăшăрне киле кĕртменни те пулкалать. Лешĕ таçта çĕр каçать - пĕлместĕп.

Pages