Пĕччен мар

Шкулта вĕреннĕ чухне мана хамран аслăрах каччă Дима килĕшетчĕ. Куçĕ çутă пĕлĕт пекех кăвакчĕ, кулли питĕ илемлĕччĕ. Ун пек каччăна мĕнле килĕштермĕн? Шкулти мĕнпур хĕр Димăна юрататчĕ. Мана вара вăл пачах та асăрхамастчĕ. Чăнах та, пит шатраллă, çÿçĕм лăпăс-лапăс кăтра. Анчах та эпĕ çапах хамăн ĕмĕт пурнăçланасса шанаттăмччĕ.

Хĕлле Димăна салтака илсе кайрĕç. Эпĕ çав çул 11 класс пĕтертĕм те хулари техникума çул тытрăм. Çĕнĕ тус, кăмăла каякан каччă питĕ нумайччĕ. Общежитири пÿлĕмре виççĕн пурăнма тытăнтăмăр. Вĕренÿ çинчен шухăш та пулмарĕ малтанхи уйăхсенче. Кашни каç каçхи клуба çÿреме пуçларăм. Унта çĕнĕрен çĕнĕ каччăпа паллашаттăм. Пит çинчи шатрасем çухалчĕç, кăтра çÿçĕме хитре пуçтарма вĕренсе çитрĕм.

Пĕррехинче Димăран смс-çыру çитрĕ: "Мĕнле пурăнатăн-ха? Эсĕ питĕ хитреленсе кайнă". Савăнтăм, хамăн куçа хам ĕненменнипе çырăва хĕрсене те кăтартрăм. Тĕрĕсех иккен, ман пата Дима çырса янă. Шкулта чухне ман çине çаврăнса та пăхмастчĕ, халĕ ав еплерех шăрçаланă. Хирĕç хуравларăм: "Аванах, хăв мĕнле? Тавах". Çавăн пек пуçланчĕ те пирĕн калаçу. Ытти каччă çинчен шухăшлама та пăрахрăм, Димăна кĕтме шантартăм.

Çулталăк хăвăрт иртсе кайрĕ. Дима та салтакран килчĕ. Еплерех савăнтăм эпĕ. Кашни каçа пĕрле ирттереттĕмĕрччĕ. Вăл хăйне питĕ ирĕклĕ тытатчĕ, эпĕ вара унран вăтанаттăм. Кĕтмен çĕртен хутшăнусене сивĕлĕх çапрĕ. Эпĕ сăлтавне пĕлеймерĕм. Сасартăк савни ман пата çырма та, шăнкăравлама та пăрахрĕ. Çухалчĕ. Тепĕр виçĕ кунтан Дима авланасси пирки илтрĕм. Мĕнле? Кама качча илет? Апла та пулать-и-ха тĕнчере?

Нимĕн ăнланайманнипе ухмаха тухатăп пуль тесе шухăшларăм. Халь кăна пĕрлеччĕ вĕт-ха, пире питĕ лайăхчĕ, мĕншĕн манпа çавнашкал хăтланчĕ-ха вăл? Светăпа, тантăш хĕрпе, калаçса пăхас терĕм.

- Эсĕ мĕн, пĕлмен-им? Вăл кÿршĕ ялти Катьăпа тахçанах çыхăну тытать, лешĕ унран ача кĕтет, - терĕ.

- Мĕн? Хăш вăхăтра тĕлпулма ĕлкĕрнĕ-ха вĕсем? - ăнланаймарăм эпĕ.

- Дима яла отпуск вăхăтĕнче килнĕччĕ, çавăн чухне Катя илĕртнĕ те ăна.

Эпĕ çухалсах кайрăм. Кăмăл хуçăлчĕ, чĕре хыттăн тапма пуçланине туйрăм. Эпĕ хама сăмса йĕри-тавра çавăрттарма ирĕк патăм апла.

Хĕллехи уявсем хыççăн техникума çитрĕм. Никампа та калаçас килмерĕ. Библиотекăран тухмасăр вĕренме пуçларăм. Лайăх паллăсем илме тытăнтăм.

Пĕррехинче манпа юнашар пĕр каччă пырса ларчĕ. Эпĕ те ăшшăн калаçрăм. Мана вăл пĕрремĕш курсрах асăрханă иккен, эпĕ вара Димăсăр пуçне никам çине те пăхман. Матвей вулавăшран тухсан мана кафене илсе кайрĕ. Эпир пиллĕкмĕш уйăх пĕрле ĕнтĕ. Матвей ман çине кашни кунах ăшă куçпа пăхать. Пушă вăхăта пĕрле ирттеретпĕр. Эпĕ те пĕччен мар.

Ольга П.,

ЧПУ студентки.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.