2015 ÇУЛ - ЛИТЕРАТУРА ÇУЛТАЛĂКĔ

2 Утă, 2015

Кĕнекепе туслашар-и?

Чăваш Республикин Культура министерствин пуçарăвĕпе Чăваш наци библиотеки «Чăваш Ен литература палитри: вулама сĕннĕ 100 кĕнеке» акци йĕркелет. Вăл 2015 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăсăлать. Мероприятие Раç-çейри Литература тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă. Республика акцийĕн тĕллевĕ - наци литературин паха тĕслĕхĕсене палăртасси, вĕсене вулакансем патне çитересси, вулав хастарлăхне ÿстересси.

27 Кăрлач, 2015

Кĕнекине – уçрăмăр, вуласа тухмасăр та – хупмăпăр

Çыннисем мĕнле, вĕсем çыракан кĕнекисем те çавăн пекех.

Георг ЛИХТЕНБЕРГ.

Январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хаваслă лару-тăрура Пĕтĕм Раççейĕпе ирттерекен Литература çулталăкне тата Чăваш Енри Константин Васильевич Иванов çулталăкне уçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев зала пуçтарăннă çыравçăсене, артистсемпе композиторсене тата ытти пултарулăх çыннисене саламласа: «Кĕнеке вулакан çын хăй çине те, йĕри-тавралăха та урăхларах куçпа пăхма тытăнать», – тесе пĕлтерчĕ. Чăваш çĕрĕ çинче кăçал Константин Иванов çулталăкĕ пулнине палăртса Михаил Васильевич уява пухăннисенчен çур зал ытла «Нарспи» поэма авторĕн сăввисене пăхмасăр калама пултарĕ тесе çирĕплетрĕ.

15 Чÿк, 2014

Кирлĕ-и шкул ачине чăваш литератури?

2015 çула Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Литература çулĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев К.В.Иванов çулĕ тесе пĕлтерни тата чăваш чĕлхипе литературин урокĕсене шкул вĕрентĕвĕнчен хĕссе кăларма пуçлани шкулти литература вĕрентĕвĕ çинчен тĕплĕнрех калаçма хистет.