Поэтпа пĕрле

Хĕрĕх пĕрремĕш çулхи июль пуçламăшĕ.

Верукпа иксĕмĕр киноран тухрăмăр та Атăл хĕррипе иртсе пыратпăр - Петĕр Хусанкай курăнах кайрĕ. Çара пуçăн хăй, каçхи çил унăн шултра хура кăтрине канăçсăр вăркăштарать, кăвак костюмпа, пичĕ-куçĕ хĕвелпе пиçĕхнĕ, юлташĕсемпе шавлăн калаçса утать. Ленинградран таврăннă кăна иккен-ха вăл. Аллăма çирĕппĕн чăмăртарĕ, çумри Верука тинкерех пăхса илчĕ.

- Кам пулчĕ ку?

- Пулас мăшăрăм... - пытарса тăмарăм эпĕ.

- Хе! Мăшăру мар иккен-ха, пуласси тет... Акă, ман юлташсем, - çавăнтах паллаштарчĕ вăл хăйпе пĕрле пыракансемпе. Пĕри Анчиков Санькаччĕ, çамрăк та чипер чăваш, иртнĕ кунсенче кăна çар формине тăхăнма ĕлкĕрнĕскер, тепри Лида ятлăччĕ пулас, вырăс хĕрĕ. Иккĕшĕ те тухтăрсем-мĕн, фронта тухса каяс умĕн Санькка çамрăк мăшăрне тăван ялне кайса кăтартасшăн.

Вăхăт каç еннелле сулăннă. Йăлăмри кăвак вăрман хура пĕлĕтпе карăна пуçларĕ. Сывлăш тăкăскăланчĕ, ăна пулас çумăр сулхăнĕ витрĕ.

- Атьăр хам пата! - чĕнчĕ Хусанкай. - Килĕмре никам та çук, пĕрле улах тăвăпăр. Çĕнĕ сăвăсемпе паллаштарăп... Ушкăнĕпех пĕрле кайма килĕшрĕмĕр те çултан сылтăмалла пăрăнса Шупашкарăн хальхи К.В.Иванов урамĕпе пыраттăмăр. Хусанкай пире хăй пурăнакан пÿлĕме ертсе кĕчĕ.

- Хальлĕхе ман çакăнта тăван йăвам. Вырнаçăр, килĕрти пек пулăр, - тарават сĕнчĕ вăл пурсăмăра та.

Алăк патĕнче - сар чăматан, çыхăсем. Çаксен хуçи паян кăна инçетрен таврăнни пĕрре пăхсах палăрать.

- Çиессĕмĕр килет - чăтма çук. Кĕçех пулăшакансем çитме кирлĕ, унч-чен хамăр пултарнă таран кĕреке ăсталаса пăхар-и, - терĕ Хусанкай.

Ай, килтерсе кăна пырать-çке сăмахне! Сăмахĕ çеç те мар, сасси те çапла ĕмĕр-ĕмĕр хăлхара янăраса тăрас пур. Тăван чĕлхепе çавăн пек таса та тирпейлĕ калаçма ăс çитерекенсене сар çу пек ирĕлтерсе пырать теççĕ чăвашсем. Çавăн пек ăста калаçма пултаракан чăваш писателĕсенчен эпĕ тата Митта Ваçлейне астăваттăм. Вĕсем пек калаçма вĕренмеллеччĕ пуль те манăн ăçта унта кармашма.

Хусанкай пĕр çыххине кухньăна çĕклесе кĕчĕ те хĕрарăмсене çавăнтах ĕç тупса пачĕ. Хамăр тĕрлĕрен кăлпасси хатĕрлерĕмĕр, типĕтнĕ пулă та каскаларăмăр. Экспорт майĕпе килнĕ пĕр-икĕ банка консерва тупăнчĕ, астивсе пăхрăмăр - сарăпласах кайман пек туйăнчĕ* çиме юрать терĕ вара Санькка тухтăр та. Ешĕл сухан та хĕрлĕ помидор тураса лартнă, хăйма ал айĕнче. Турилкке хыççăн турилкке хывăнать хайхи васкаварлă хатĕрленĕ кĕреке сĕтелĕ çине.

Петĕр Хусанкай хăй патне пынă çынсене илештерсе çитерме майне кÿретчĕ, вăхăтра йăпатма пĕлетчĕ: е мĕнле те пулин кулăшпа ăша хыптаратчĕ, е таçтан асне килнĕ çĕр те пĕр мыскара кала-кала култаратчĕ. Çавăнпа ун патне пынă çынсем хăйсене килти пек туятчĕç. Çав сехетсенче вăрçă пыратчĕ пулин те часах унта хамăр та пуласса пĕлсе-кĕтсе тăнă май пире салхулăх тени пусмарĕ.

Сĕтел çинче мĕн кирли пурте пурччĕ, анчах пирĕн хушăра ун чух сыпассипе мухтанакансем тупăнмарĕç. Çав сĕтеле Мускаври «Метрополь» ресторан та хапсăннă пулĕччĕ тесе хак пачĕ Саньк-ка.

Хусанкай пире минутлăха та пулин тунсăхлама памасть. Ытарайми сăввисене вăл пĕрин хыççăн тепĕрне калама тытăнать те асамлă сăмахĕсемпе пирĕн чĕресене ярса илет. Паçăр кăна хывăннă йĕркесем те, вунă-вунпилĕк çул каярах çырăннисем те ун асĕнчен каймаççĕ. Çавсене вăл епле кăна астуса тăма пултаратчĕ-ши - шалт тĕлĕнеттĕмĕр. Хăйĕн ытарайми сăвви-юррине, çиçсе-ялкăшса тăран кашни сăмахĕпе, ăспуç виçсе çитерейми асамлă хăвачĕпе хистемесĕр те ÿкĕте кĕртмесĕр хăй каланине итлеттерме, шухăша яма пултаратчĕ. Унăн таса кăмăлĕ кирек хăçан та вĕресе те вĕресе тăратчĕ. Ахальтен мар ун пултарулăхне хура ĕмĕтпе хапсăнакан хура чунлă элекçĕсем те çителĕклехчĕ.

Хусанкай хĕрсе кайса сăвă вулама тытăнчĕ:

Ăçта пулсан та эп -

Çĕршыв манпа пĕрле.

Пĕлетĕп, ĕненеп:

Эпир çĕнтермелле!

Ку вăл сăвăллă йыхрав. Алла илмен повестка. Мобилизаци çитессе кĕтсе тăмасăрах хĕçпăшал тыт та халь тесен халь вăрçа тухса кай. Тăван çĕршывшăн! Эпир тăшмана çĕнтерессе чунтан-вартан шанатпăр, ĕмĕтленетпĕр. «Эпир çĕнтермелле!» тесе йыхрав парать поэт.

Сăмах май каласа иртер: пире, Аслă вăрçа курса-чăтса ирттернĕ çынсене, çак пысăк шанчăк ун чухнех, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех, иксĕлми хăват парса тăратчĕ. Йышăнма ĕлкĕреймен позицийĕмĕр ăçтарах пуласса эпир сăмахсăрах тĕшмĕртеттĕмĕр. Кашни совет çыннин чун хавалĕ фашистсене çĕмĕрсе тăкас ĕмĕтпе тулса тăратчĕ, çапах хаяр тăшман пирĕн çĕршыва шалтан шала сĕкĕнсе кĕретчĕ-ха. Сĕтел хушшинчи сăмахăмăр юнлă хĕвеланăçĕнчи вăрçă вут-çулăмĕ асăхса вĕркени пирки сыпăнчĕ.

- Ленинградран ĕнер тухсаттăм. Фашистсем унталла кармашма пăхаççĕ. Хуламăр пĕтĕмпе салтакла тумланнă. Пур çĕрте те халăх хĕрсе ĕçлет. Хула хĕрринчех траншейăсем чаваççĕ, блиндажсем майлаççĕ. Эпир Анăç çыннисем мар, фашистсене ирĕккĕн кĕртес çук. Çăварлăхлатпăрах вĕсене.

Хальлĕхе пуçсăр тăшман малаллах сĕкĕнет-ха. Белоруссие вут хыптарнă, Украинăна...

Халиччен вĕсене хăлха чикки тăхăнтартакан тупăнман, çавна пула Совет çĕршывĕ тăрăх та чарусăр антăхса иртĕпĕр, чараймаççĕ теççĕ пуль. Тăшмана хирĕç пĕтĕм совет халăхĕ çĕкленчĕ. Акă, эпир те унпа часах çапăçма çитĕпĕр. Фашистсем хăйсен ваннă шăлĕсене шутлаччăрах...

- Халех каймалла та - йыхрав хучĕ çитессе кĕтме хушрĕç, - сăмаха хутшăнтăм эпĕ.

- Ман хăраххăм, - сăмах вăйне кĕчĕ Хусанкай.

Вăрçă та пурнăç. Пурнăç та вăрçă. Хальлĕхе. Тăшмана мĕн çĕнтериччен. Шухăш та, ĕмĕт те çавăнталлах пăрăнать. Тинкеререх сăнатăп Хусанкая. Хăмăр çивĕч куçлă. Пĕвĕпе çÿллех мар, çирĕп те сарлака çын. Пуса каччи пек чипер, илемлĕ, вăйлă.

Иртен кунăмра пайтах курнă эпĕ сăвăçсене, анчах Петĕр Хусанкай пек тарăн та тĕплĕ ăнланакан сăвă ăстине, тÿррипе калас, сахал курнă. Астăватăп-ха, Митта Ваçлейĕн çын чунне çавăн пек çавăрса илес шалти хăвачĕ калама çук вăйлăччĕ. Вут касакан чĕлхи те çиçĕм ялкăштаракан ăш вăйĕ, кирлех чух çын хутне кĕрсе каланă сăмахĕ, чун ăшши - чăн-чăн поэта кăна тивĕçекен йĕркене вăл кирек хăçан та çирĕп тытатчĕ. Çав чипер йĕрке - тирпейлĕх унăн кунçул йĕркине кĕрсе хывăннăччĕ. Иванюк Кĕçтентти /тетчĕ Хусанкай «Нарспи» авторне/ çавăн пек пулнă теççĕ. Çеçпĕл Мишши хăйĕн асамлă хăвачĕпе çав шайра тăнă. Петĕр Хусанкай рифмăçă мар, такмакçă та мар, вăл - поэт. Чи пысăк виçепе! Астумастăр-и вара, литература каçĕсене ирттернĕ чух - Мускавра-и, Хусанта-и, Йошкар-Олара-и - Хусанкай сăвă вуланине итлекенсем хăйсен çĕкленнĕ кăмăлне пытараймасăр ăна сцена çинчен антарасшăн мар çуршар сехет хушши алă çупатчĕç. Вăл пирĕн литература ушкăнне чыс та илем кĕртсе тăратчĕ. Петĕр Хусанкай тăван литературăна кам та пулин сулхăн кÿресрен куç шăрçине сыхланă пек упраса пурăнчĕ. Хăйĕн асамлă пултарулăхĕпе. Мĕн куçне хупиччен. Тăван халăхшăн вăл ĕмĕрлĕхе чун ăшши, унăн чысĕ, сăвапĕ пулчĕ.

Халь те пирĕн ăста сăвăçсем пур, ÿлĕм тата ытларах пулĕç, поэзие ăнланма пултаракан сăвăçсем кашниех Хусанкайран вĕренеççĕ.

Поэзи туйăмĕ вăл - курас тĕлĕк мар. Сăвă çырам та поэт пулам тесе хăйсене ултавлăн шантарма пултаракан çилхăвансем музăна юраймаççĕ. Çавăн пек шухăш паратчĕ Хусанкай. Вăл тăван сăмах хăватне шанатчĕ, ĕненетчĕ, уншăн кунне-çĕрне виçмесĕр ĕçлетчĕ. Сăмах май çакна та каласа хăварар: ун тĕлне мĕн ачаран ырă вĕрентекенсем пулнă. Сиктĕрме шкулĕнче тăван сăмаха чунтан юратма, уншăн çине тăрса ĕçлеме пĕрремĕш вăрлăх акаканĕ И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă Наталия Яковлева пулнă. Хусанта чухне пулас поэта Н.И.Ашмарин, Н.В.Никольский профессорсем вĕрентнĕ. Петĕр Хусанкай ыттисене те асĕнчен ямастчĕ. Сăвăсем çыркалама ачаранах тытăннă имĕш вăл. Ял çамрăкĕсем вăйăра ытарма çук юрласа каланă сăмахсене пĕрре илтнипех асĕнче хăварнă, хисеплĕ ватăсенчен юмах-халап çыра-çыра илнĕ. Çавсем те пулăшнă ăна тертлĕ пултарулăх ĕçĕнче: Тилли юррисене аса илĕпĕр-и, Элтиван çинчен каланине-и - шутласа кайма пулать, эпир çавсенчен хăшне-пĕрне /нумайăшне çырса хума, тÿрех калар, ĕлкĕреймерĕ/ халь унăн ырă кĕнекисенче вулатпăр. Хусанкайăн пурăнас ĕмĕчĕ пĕтĕмпех поэзипе çыхăннă. Вăл кунне кун темен, çĕрне çĕр темен - сăвă хыççăн сăвă çырнă. «Кун иртмессерен пĕр сăвă та пулин çыраттăм, - тесе асне илетчĕ вăл. - Хăш чух виç сăвă та, тăваттă та çырăннă пуль. Манăçми шухăшсене ыйхăма татса çĕр варринче çыра-çыра хураттăм та тепĕр кун пуç çĕмĕрсе лараттăм».

Пуçланнă сăмахран ытти сасса ĕнертĕм пулас, каламасăр та хăварассăм килмерĕ.

Çапла апатлантăмăр. Каçăн кăвак чаршавĕ таврана васкамасăр пĕркерĕ. Çумăр паçăрах иртнĕ. Килелле тухса утма та вăхăт.

- Ал айĕнче çĕнĕ кĕнекесем пулмарĕç, - терĕ Хусанкай ÿкĕнсе. - Пулмаллаччĕ, пĕр кĕнеке кăна та мар, ик кĕнеке умлăн-хыçлăн тухмаллаччĕ. Ав, корректурисем сапаланса выртаççĕ. Такамăн çăмăл аллине пула иккĕшĕнчен пĕри те тухаймарĕ. Çырма чарăнăпăр-и? Ик кĕнеке мар, çĕр те икĕ кĕнеке кăларăпăр, - шанчăклăн татса каларĕ вăл. Унтан тепĕр шухăш енне пăрăнчĕ. - Пÿрте кĕнĕ çынна пуш аллăн ярас килмест-çке. Авалтан хывăннă йăламăр пирĕн çавăн пек мар-и? Пиçнĕ кукăльăм çук та... Мĕн те пулин тупса пама тиветех...

- Нимĕн те кирлĕ мар, Петр Петрович, кĕрекÿшĕн тавтапуç.

- Йĕркине ман хамăнах пĕлмелле-ха. Ак, эс часах салтак пулатăн, эпĕ те санран юлас çук. Ÿлĕмрен тахçан курнăçса пулĕ, тен, пулмĕ те... Шантарса калама йывăр-çке, вăрçă мĕн тесен те вăрçă, - çавăнтах вăл кĕнеке çÿлĕкĕ енне пăхкаларĕ, кăвак конверт туртса кăларчĕ. - Акă, çак ятсăр сăнÿкерчĕке ят кĕртсе çырар та - иксĕр валли ытахальтен аса илме сăлтав пулĕ...

Ÿкерчĕкĕн тÿнтер енне вăл çавăнтах кăвак чернилпа васкаварлăн çырса хучĕ: «Микулай Илпеке /пулас мăшăрĕпе/. Пурăн, шăллăм, çĕнтерсе таврăн. Паттăра тух! Петĕр Хусанкай».

- Пурăнас кунăмăрсем вăрăм пулччăрах. Манар марччĕ пĕр-пĕрне. Вăрçă пуçланнă кунхине Ленинграда ÿкерттерсеттĕм.

Эпир ăна иксĕмĕр те тав турăмăр. Çавăн пек тепĕр сăнÿкерчĕке вăл Саньккапа мăшăрне çырса пачĕ.

Хусанкай вăрçăран манран малтан таврăннă. Ăна чĕнтермелле пулчĕ. Аманнă иккен вăл, сылтăм урине хутлатаймасть, утнă май палăрмаллах уксахлать. Иксĕмĕр ыталашрăмăр, куççульпе çăвăнтăмăр - курнăçнăшăн, сывă юлнăшăн хĕпĕртесе. Эпир çапах та хамăр тупа тунине тÿрре кăлартăмăр: тăшмана çĕнтертĕмĕр.

Эпĕ ăна пулас кĕнеке валли сăнÿкерчĕк кирлине пĕлтертĕм. Çапла калаçса ларнă май вăрçăн пуçламăш уйăхне аса илтĕм те хĕвел çие пуçланă гимнастерка кĕсйинчен Хусанкай тахçан хама парнеленĕ сăнÿкерчĕке туртса кăлартăм. Вăл ăна тинкерсе пăхрĕ те шалт тĕлĕнсе кайрĕ.

- Эпĕ мар пуль те ку? Эпĕ-çке?.. Нихçан та курман тейĕн...

Тепĕр енне пăхрĕ - июль пуçламăшĕнчи каçа аса илчĕ. Ай, епле иртеççĕ иккен пирĕн кунсем! Ирхине йăраланнă, кăнтăрла утса та каçхине чупса-вĕçсе тенĕ пек! Вăхăт иртмест, вăхăт вырăнне вăхăт пулать, ĕмĕр вырăнне ĕмĕр пулмасть. Хăй вăхăтĕнче çамрăклăх, унтан çулланас кунсем-çулсем, каярахпа çÿç-пуç шуралнă вăхăт. Çавăн çинчен шухăшласа илчĕ те сывлăшне хаш çавăрчĕ. Куçне шăлса илчĕ. Шăпланчĕ. Кăштахран тин:

- Астуса илтĕм, - терĕ. - Ултă ÿкерчĕкчĕ çакăн пекки. Пĕрне сана панă иккен. Тепĕрне - Саньккасене. Санькка хĕрĕх виççĕмĕш çулхине Днепр урлă каçса пуç хунă. Мăшăрĕ... Лида ятлăччĕ, халь ăçтине пĕлместĕп. Те пурăнать, те çук, - сас памарĕ. Ытти ÿкерчĕксем? Тĕнчере. Хам патăмра пĕри те юлман.

- Урăххи тупăнмасан çакнах кĕнекене кĕртме юрать.

- Хĕрхенмĕн-и?

- Эпĕ ун хуçи. Хĕрхенесси те... Хĕрхенекене хĕрлĕ йытă çинĕ теççĕ.

- Халиччен çĕтермен-ха эсĕ. Хĕрри кăна тĕксĕмленнĕ.

Çав сăнÿкерчĕк Петĕр Хусанкайăн «Сăвăсемпе поэмăсем» кĕнекинче пичетленчĕ. Çав кĕнекене мана та парнелерĕ. «Европа тăрăх, çил пекех, мана çÿретнĕ Илпеке...» тесе алă пусрĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.