Кĕнекине – уçрăмăр, вуласа тухмасăр та – хупмăпăр
Çыннисем мĕнле, вĕсем çыракан кĕнекисем те çавăн пекех.
Георг ЛИХТЕНБЕРГ.
Январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хаваслă лару-тăрура Пĕтĕм Раççейĕпе ирттерекен Литература çулталăкне тата Чăваш Енри Константин Васильевич Иванов çулталăкне уçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев зала пуçтарăннă çыравçăсене, артистсемпе композиторсене тата ытти пултарулăх çыннисене саламласа: «Кĕнеке вулакан çын хăй çине те, йĕри-тавралăха та урăхларах куçпа пăхма тытăнать», – тесе пĕлтерчĕ. Чăваш çĕрĕ çинче кăçал Константин Иванов çулталăкĕ пулнине палăртса Михаил Васильевич уява пухăннисенчен çур зал ытла «Нарспи» поэма авторĕн сăввисене пăхмасăр калама пултарĕ тесе çирĕплетрĕ.
Çитĕнсе пыракан ăру мĕнлерех шухăш-кăмăлпа тата хăш кĕнекесемпе хайлавсене вуласа ÿсни, паллах, вĕрентекенсенчен те нумай килет, çавăнпа та Литература çулталăкне уçнă çĕкленÿллĕ те хавхалануллă самантра ачасене пĕлÿ паракан ăстасене те чысларĕç. Хăйне «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята панине çирĕплетекен хута тата хисеплĕ паллăна çав кун Республика Пуçлăхĕн аллинчен Шупашкарти 4-мĕш лицейра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Михайлова тивĕçрĕ, Тав хучĕпе ятран панă сехете – Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсри М.Е.Евсевьев ячĕллĕ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Карсакова, Шупашкар районĕнчи Кăшавăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Евгений Майков, Комсомольски районĕнчи Чĕчкенри тĕп шкулта тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Рамиля Мезитова.
Республикăмăрта патшалăхăн 3 библиотекинче, муниципалитетăн 535 вулавăшĕнче 9 миллион ытла кĕнеке упранать. Вĕсене вулакансем патне çитерекеннисем те, тĕрлĕрен тĕлпулусемпе конкурссем йĕркелекеннисем те – библиотекарьсем, çавăнпа та Литература çулталăкне уçнă уявра çамрăк библиотекарьсемпе студентсене ятарлă стипендисемпе тивĕçтерни çинчен калакан свидетельствăсемпе чыслани пысăк пĕлтерĕшлĕ те символла пулса тухрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, уяв мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех хăйнеевĕрлĕ те ытарлă пĕлтерĕшпе иртрĕ: Оперăпа балет театрĕнче пуян та тĕрлĕ енлĕ куравсем йĕркелени те, сценăна еплерех илемлетсе тĕрлĕ сăнпа улăштарса пыни те, кăтартăва чăвашла тата вырăсла ертсе пыни те пĕр тĕвве çыхăнса куракана хавас кăмăл парнелерĕç.
Уявăн символла тепĕр сăнарне, ÇЫРАВÇĂ СĔТЕЛНЕ, палăртмасăр ниепле те май çук. Унăн хушшинче тĕнчипе палăрнă вырăс çыравçисен сăнарĕсене кăтартакан актерсемпе пĕрле Чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьевпа Юрий Сементер хăйсен сăввисене вуларĕç. Литература тата Константин Иванов çулталăкĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ уявра Юрий Семеновичăн «Эпир, чăвашсем, чăваш пуласшăн...» йĕркисем уйрăмах витĕмлĕн те çивĕччĕн янрарĕç, куракана поэт сăмахĕсемпе килĕшсе тăвăллăн алă çупма хистерĕç.
Литература – çынсене, халăхсене пĕр-пĕринпе туслаштармалли чи витĕмлĕ те авалтан пыракан мел. Çакна çирĕплетсех-тĕр концерта ертсе пыракансем уяв кĕрекине Чăваш халăх поэчĕпе Валери Туркайпа Тутарстан халăх поэтне Ренат Хариса чĕнчĕç. Ренат Магсумович Раççей Президенчĕ çумĕнчи Культурăпа искусство канашĕн членĕ пулнă май чăваш çыравçисене хăйсен калемĕсене хура тĕспе мар, ытларах сар хĕвелĕн çутă та таса шевлисемпе авăрлама сĕнчĕ.
Валери Туркай шăп та лăп çак уяв пуçланас умĕн çеç Чăваш наци библиотекинче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи çичĕ халăхăн чи лайăх сăввисен «Çиччĕрен – çиччĕ» кĕнекине пахалани çинчен пĕлтерчĕ, Чăваш Республикине Литература çулталăкне уçма килнĕ тутар, мари, коми тата мордва çыравçисемпе паллаштарчĕ. Халăх поэчĕ халăх умĕнче сăвă вуламасăр чăтайрать-и? Çук, паллах. Валерий Владимирович та хăйĕн пĕр шÿтлĕ сăввине хаваспах каласа пачĕ. Каярахпа ку сăвва мĕнле вуланине кăна мар, Литература çулталăкне пĕтĕмĕшле пирĕн республикăра мĕнле уçнине Оперăпа балет театрне пырайманнисем Чăваш наци телевиденийĕпе курма пултарчĕç. Ку та – çитĕнÿ.
Кирек хăш уявăн та вĕçĕ пулать, уçнă япалана та хупма тиветех... Литература çулталăкне те, вăхăчĕ çитсен, хупăпăр... Чунра нимĕнле улшăну та, тасату та, чĕрĕлÿ те хускатса ярайман пушă сăмахсемпе тулнă çилхăван кĕнеке пек ан пултăрччĕ вăл. Хуплашкине уçрăмăр ĕнтĕ, шалашĕ, Литература çулталăкĕн КĔНЕКИ, мĕнлерех пуласси хамăртанах килет. Вулаканĕсем те, çыраканĕсем те – хамăрах-çке.
Римма ПРОКОПЬЕВА
Дмитрий БАРЫШОВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас