Театрти çĕнĕ проект

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче республикăра кăçал пурнăçа кĕртме пуçлакан «Пĕчĕк тăван çĕршыв культури» проект пирки журналистсем валли брифинг иртрĕ.

Чăваш Республикин культура министрĕн заместителĕ Анатолий Тимофеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн директорĕ Елена Николаева, Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова, Çĕнĕ Шупашкарти патшалăх сăнав театрĕн директорĕ Валерий Проворов республикăра иртнĕ çул пурнăçланă проектсем — «Вырăнти культура çурчĕ», «Театрсем — ачасене», «Пĕчĕк хуласенчи театрсем» пирки тата кăçалхи «Пĕчĕк тăван çĕршыв культури» пысăк проект çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕç.

«Единая Россия» партин «Пĕчĕк тăван çĕршыв культури» проекчĕ пирки вара çакна палăртса хăвармалла: ăна пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен пилĕк миллиард тенке яхăн укçа уйăрнă. Асăннă нухратпа çĕршыври пĕчĕк хуласенчи муниципалитет театрĕсен /670 миллион тенкĕ/, ача-пăча тата пукане театрĕсен /220 миллион тенкĕ/, 50 пин çынран сахалрах пурăнакан хуласенчи культура çурчĕсен /1,4 миллиард тенкĕ/ пурлăхпа техника базине çирĕплетме, пултарулăх ĕç-хĕлне лайăхлатма тата ачасен истори-пĕлÿ туризмне аталантарма, искусство шкулĕсем валли музыка инструменчĕсем туянма /300 миллион тенкĕ/ усă курĕç. Çавăн пекех культура çурчĕсене тĕпрен юсама тата 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.

Анатолий ТИМОФЕЕВ, ЧР культура министрĕн заместителĕ:

— «Вырăнти культура çурчĕ» проекта Чăваш Енрен кăçал 57 культура çурчĕ хутшăнĕ, пĕлтĕр — 56. Çак ĕçсене пурнăçлама 39, 2 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутра 36,9 миллионне — федераци бюджетĕнчен, 2,3 миллионне — республикăран.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас