«Театрсен асамлăхĕ» фестиваль уçăлĕ

28 Пуш, 2019

Кăçал пирĕн çĕршывра — Театр çулталăкĕ. Çавна май тематикăллă мероприятисем кашни регионтах иртеççĕ. Ака уйăхĕнче Шупашкар хулинче «Театрсен асамлăхĕ» шкул театрĕсен фестивалĕ старт илĕ.

Мероприятипе килĕшÿллĕн тĕп хулари вăтам шкулти, лицей, гимнази, хушма пĕлÿ паракан учрежеденисенчи чи пултаруллă ушкăнсем алăкне уçĕç. Куракансен умне хăйсен постановкисемпе 4-мĕш лицей, 4, 5 тата 46-мĕш гимназисем, 1, 6, 24, 62-мĕш шкулсем, «Зеркало» театр-студи воспитанникĕсем тухĕç.

Фестиваль ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче 14 сехетре Шупашкарти Ача-пăча пултарулăхĕн керменĕнче уçăлĕ. Хăнасене юмахри тата литературăри сăнарсем кĕтсе илĕç. Мрамор залра «Театр кухни» ятпа ятарлă лапам ĕçлĕ. Унта театр вăрттăнлăхĕсемпе курма пулĕ: бутафорипе реквизитсене епле хатĕрленине те, хамăра гримерта тĕрĕслесе пăхма та, дикцие кăтартма та, актер пек туйса илме те... Унсăр пуçне куракансен чи пултаруллă шкул театрĕсен коллективĕсемпе, çывăх вăхăтра халăх умне тухакан постановкăсен афишипе паллашмашкăн май пур.

Çамрăк артистсен постановкисемпе киленмешкĕн кăмăл пур-и? Фестиваль ака уйăхĕн 24-мĕшĕчченех пырĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Cheboksary.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас