"Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисене палăртрĕç
Раççейри Театр çулталăкне халалланă "Театрлă Атăлçи" проект вĕçленчĕ. Чÿк уйăхăн 29-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта чи лайăх ĕçсемшĕн сасăланă.
Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тÿрĕ эфирта пĕтĕмлетрĕç. "Чи лайăх шкул театрĕ" ята Пушкăртстанри коллектив тивĕçрĕ, "Чи лайăх студент театрĕ" ята - пирĕн "Абрикосовый сад". "Чи лайăх режиссер" - Дмитрий Миронов /ЧПУ/. "Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ" - пирĕн Вячеслав Краснов. "Шкул театрĕсен чи лайăх актриси" - Шупашкарти 4- мĕш лицейри Роза Коробова.
Пирĕннисенчен унта Шупашкарти 4- мĕш лицейри сцена искусствин студине çÿрекенсен "Наброски судьбы" спектакльпе хутшăннăччĕ, студентсенчен - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ- роль вузсен хушшинчи "Абрикосовый сад" театрĕ "Мой дедушка был вишней" ĕçпе.
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-0551eda6a7397c9b030a09a9a79f1b9f-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-496684a4cc19596f03f471e4abeadd90-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-0e1a5ea96922c35a927a681bf0363df0-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-a8ed4eccc42232b7468a82fddd316403-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-3f3b9551fd0319364b72e98925b1bb0d-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-e22190657d9ee7f5a81b51eaaf30c342-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-07111d76e03a752780ef88f729f48055-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-61d7bdf093fcc1ea89142fd294ddfc23-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/img-66ef5cfc423f85ea5d498a5e6f4ebdb6-v.jpg)
Комментари хушас