Театр колоннине ыталаса макăрнă

5 Ака, 2018

«Сывлăша ахаль пăсса пурăнман, чăваш халăхĕнчен намăс мар, куракан умĕнче айăплă туймастăп. Чуна парса ĕçленĕ, çиелтен шăйăрттарман. Кашни сăнара тарăннăн сухаланă. Куракан пурнăçне илемлетме, çăмăллатма тăрăшнă. Хамăн миссие çакăнта куратăп», — терĕ Чăваш халăх артистки Светлана Савельева. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче 40 çул вăй хуракан сцена ăстин çамрăклăхĕпе паллашар-ха.

Коридора тухман

Асатте Георгий Савельев колхоз тунă вăхăтра халăха çĕр виçсе панă. Тусĕпе вĕсем вĕреннĕ çынсем пулнă. Ывăлсем çуралсан иккĕшĕ те Рюрик ятлă парас тенĕ. Çапла ялта икĕ Рюрик çитĕннĕ, пĕри — манăн атте.
Эпĕ çемьери 5 ачаран — иккĕмĕшĕ. Анне Красноярск крайĕнче çармăссен хушшинче ÿснĕ чăваш. Шупашкара аппăшĕ патне килсен пулас мăшăрĕпе, пирĕн аттепе, паллашнă. Вăл, 1-мĕш курс студенчĕ, ăна яла качча илсе килнĕ. Зоотехника вĕренсе тухнă аттене вĕçĕмех тĕрлĕ хуçалăха ĕçлеме янă. Эпĕ 6-ра чухне Етĕрне районĕнчи Хурамалăха куçса килтĕмĕр. Тăван кил мана пахча тулли сап-сарă чечекпе кĕтсе илчĕ.
Аппапа Эльзăпа йĕкĕреш пекех ÿсрĕмĕр. Вăл шкула çÿреме пуçласан эпĕ тек унран юлмарăм. Урок тунă чухне ăна хирĕç пырса лараттăм, ăна вĕрентнине эпĕ те тăнлаттăм, сас паллисене кутăн вулама хăнăхрăм. Журнала çырмасăрах урокра ларма ирĕк пачĕç мана. Чĕрĕк вĕçленеспе тĕрĕслев ĕçĕ çыртарчĕç. Класĕпех япăх паллă илчĕç, манăн — «5»! Кун хыççăн шкула йышăнчĕç. Каникул хыççăн вĕренме каяс кăмăл пĕтрĕ. Килтисем ÿкĕте кĕртрĕç. Шкул пурнăçне аса илсен Алексей Громов учитель куç умне тухать. Вăрçă ветеранĕччĕ вăл, Хĕрлĕ çăлтăр орденне пиншакĕнчен вĕçертместчĕ. Музыка урокĕнче купăс каласа вăрçă юррисем вĕрентетчĕ. Хăйĕн куççулĕ шăпăртататчĕ. Доска хыçне кĕрсе ларса ăна пирĕнтен пытаратчĕ.
5-мĕш класа Хучар шкулне кайрăм. Пирĕн ялтан унта çитме — 3 çухрăм. Пăхмасăр вĕренме парса янă сăвăсене çул çинчех вĕренеттĕм. Аслă класа хамăр ялтан пĕчченех çÿрерĕм. Тĕттĕм-и, çил-тăман-и, шыв-шур-и — пĕрех утнă. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне эпĕ пăрлă уйра вĕçсе кайнă. 6-ра шкула кайнă та кĕлеткерен имшер пулнă. Чĕркуççисене пайтах тăм илтерсе таврăннă. Шуралса ларнăскерсене сăтăрса ăшăтаттăм.
9-мĕш класа куçсан икĕ хутлă корпусра вĕренеттĕмĕр. Пĕррехинче тăхтавра тула тухнă чухне Ачак каччисем: «Эй, ку хĕрачин кăкри те шăтман», — тесе кулчĕç. Çĕр тĕпне анса каймалла вăтантăм. Тăхтав вĕçлениччен шкула кĕмерĕм, çарамас тухнăскер урамра шăнса тăтăм. Ÿлĕмрен коридора тухса çÿремен. Хĕрсем пиçсе çитрĕç, эпĕ пĕве кĕрейменччĕ. Çавăншăн хама çынран катăк туйнă.
Шкулта сценарисем çыртаратчĕç, сцена çинчен анман темелле, темĕн те шухăшласа кăларнă. Пултарулăх енчен питĕ аталантарнă пире.

Экзамена хатĕрленнĕ… йывăç çинче

Атте вĕçĕм командировкăраччĕ, тĕнчипех çаврăннă вăл. Килти ĕçсем анне, асанне тата пирĕн, ачасем, çинче пулнă. Анне колхоз уйĕнче çĕр улми кăларма тÿпе илетчĕ. Пĕрне пĕтерсен — тепре… Хĕл ларичченех çĕр улми кăларнă. Çеçкине типĕтсе капанласа хураттăмăр. Ĕнене хĕл каçарма апат кирлĕччĕ. Хальхи пек утă çулма вырăнсем ирĕклĕ пулман. Анне пире шеллемен, ĕçсĕр лартман. Хăй те йывăр йăтнине пулах чире кайрĕ. Атте вырăнне Эльзăпа иксĕмĕре /пĕр çын шучĕ тесе/ Сăр вăрманне ĕçлеме ячĕç. Касса антарнă йывăç турачĕсене пуртăпа иртеттĕмĕр. Çулла Ачак вăрманĕнчен касса килнĕ симĕс туратсенчен выльăх валли милĕк çыхтарнă.
Асанне алă ĕçне вĕрентнĕ. Арлама, тĕрлеме, çыхма, кукăль пĕçерме пĕлнĕ. Анне колхозра кладовщицăра ĕçленĕ, бригадăна та ĕлкĕрнĕ, фермăра ĕне чуптарнă. Эпир те аппапа сенĕк, кĕрепле йăтса колхоза ĕçлеме тухнă.
8-мĕш класран вĕренсе тухас чухне экзамена хатĕрленмеллеччĕ. Пирĕн килте ĕç нихăçан та пĕтмен. Ăçта пытанса вĕренмелле? Анкартинче кÿршĕсен чиккинче çамрăк вĕрене ÿсетчĕ. Икĕ хăма татки илтĕм те ун çине хăпартăм: пĕринчен — лармалли, тепринчен парта турăм. Кĕнекесем илсе килсе экзамена хатĕрлентĕм. «Ăçта кайса кĕчĕ ку? Çакăнтах тухрĕ-çке», — тесе шырарĕç, эп\ çулçăсем айĕнче шăп лартăм. Формулăсене вĕрене çулçи çине çырса аса илтĕм. Вăрттăн вырăн пирки никама та каламарăм.
9-мĕш класс хыççăн уя вика ути çулма кайрăмăр. «Ну-ка, Светлана, тăр ман ума», — терĕ Петĕр арăмĕ Кимек. Намăс курасран тăрăшса ĕçлерĕм. Кайран: «Маттур, лайăх çулма вĕренсе çитнĕ», — тесе мухтарĕ. Кунтан пысăк пахалăх палли пулман пирĕншĕн. Петĕр арăмĕ Кимек питĕ ĕçчен хĕрарăм пулнă. Ял-йыш воспитанийĕпе çитĕннĕ эпĕ. Çын мĕн калĕ тенине шута хунă, бригадăпа ĕçлеме вĕреннĕ. Ку мана кайран та пурнăçра кирлĕ пулчĕ.
Юлташ хĕрĕн амăшĕ фермăра ĕçлетчĕ. Эпир унпа ăмăртмалла ĕне сăваттăмăр. Аппарат пулман ун чухне. Килти ĕнерен 3 минутра пĕр витре сĕт суса кĕреттĕм. Манăн дояркăна ĕçе кĕрес килетчĕ. Артист пуласси — вăрттăн ĕмĕтчĕ, вăл пурнăçланасса шухăшламан, çавăнпа никама та каламан, сочиненире те çырман.
Анне 2 пин тĕмĕ купăста лартатчĕ. Çăвĕпе ăна шăварма çÿреттĕмĕр. Витре хĕрри урана касатчĕ. Киле таврăннă чухне çырма тăрăх юрласа утаттăм. Сасă ян-н каятчĕ. Касу пăхнă чухне те юрлаттăм. Пирĕн тавра питĕ çырма-çатраллă. Пĕррехинче асаннепе касура çÿрерĕмĕр. «Ĕмĕре тарăн çырмасем тăрăх çÿресе ирттертĕм. Светлана, ялтан каятăн пуль, ирĕке вĕçетĕн пуль», — терĕ. Шкулта та вĕçĕмех вĕренмелли пирки калатчĕç, унсăрăн тислĕк хырса ĕмĕре ирттерме тивессипе хăрататчĕç.

Шăлавар хывтарнă

Шкултан вĕренсе тухнă чухне Çамрăксен театрĕ пуррине те пĕлмен эпĕ. Артистсем яла гастроле килсен клубра пичкери пулăсем пек хĕсĕнеттĕмĕр. Академи драма театрĕ урамра палатка карса «симĕс» театр йĕркеленине астăватăп. «Кай, кай, Ивана!» кăтартрĕç. Мĕнле асамлăхчĕ ку! Пукане театрĕ «Арçурипе» килнĕччĕ. Унти юрăсене ял халăхĕ вĕренсе юлчĕ.
Хаçатра Геннадий Терентьев çырнă «Артист пулмах çуралнă-ши эпĕ?» статья вуларăм. Артистăн мĕнле терт витĕр тухма тивнине, епле чăтăмлă пулмаллине каланăччĕ унта. Вилнĕ çынна вылянă чухне, сăмахран, пит тăрăх шăна чупсан та хускалмалла мар, апчхулатмалла вĕт. Эпĕ те хама пиçĕхтерме тытăнтăм. «Çак миххе çав тĕле йăтса çитерсен манран артист пулать», — теттĕм. Кашни ĕçе тунă чухне темле хытă ывăнсан та вĕçне çитереттĕм.
1974 çулта, 16 çулта чухне, шкултан вĕренсе тухрăм. Çав çул артиста вĕренме кĕмешкĕн Шупашкарта конкурс пулмарĕ. Эльза аппа хулара пурăнатчĕ, ун патне общежитие килтĕм. Ăçта вĕренме каяс-ши тесе аптăрарăм. Академи театрĕ патне кайса тăраттăм. «Çак театра мĕнле ĕçлеме кĕмелле-ши? Ăçтан вĕренсе тухса, хăш енчен çул тупмалла-ши?» — тесе колоннăсене ыталаса макăраттăм. Юнашарах медучилищĕччĕ. Çавăнта заявлени патăм. Е шурă халат тăхăнатăп, е сцена çине тухатăп терĕм. Экзаменсене ăнăçлă тытайманнишĕн кулянмарăм.
Римма мăнакка пир-авăр комбинатне вырнаçтарчĕ. Йĕкесем тулсан пушшипе улăштараканниччĕ эпĕ, татăлнă çипсене сыпаттăм. Общежити пачĕç, шалу аван тÿлетчĕç. Вăй пĕтсе çитетчĕ. Смена вĕçленнĕ çĕре пÿрне хускалми пулатчĕ. Эпĕ йĕркеллĕ те ÿссе çитейменччĕ çав. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.