- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван тавралăха усă кÿресшĕн
Мĕншĕн йывăç çуркунне — ешĕл, кĕркунне сарă, хăмăр, кĕрен тум тăхăнать? Мĕншĕн çулла çумăр çăвать, хĕлле — юр?.. Нумай-нумай ыйту пĕчĕккисене садике çÿренĕ чухнех кăсăклантарать. Шкул сукмакне такăрлатма тытăнсан вара тăван тавралăх урокĕсенче ачасем çут çанталăкри пулăмсемпе çыхăннă чылай ыйтăвăн хуравне тупаççĕ.
Элĕкри вăтам шкулти 1-мĕш «в» классене Оксана Петрова вĕрентет. «Ачасем ялан çĕннине пĕлесшĕн. Шыраççĕ, тĕпчеççĕ. Мĕнле çанталăк пулнине ятарлă тетраде çырса пыраççĕ. Тăван тавралăхри улшăнусене сăнаççĕ», — палăртать Оксана Борисовна. Маша Алексеева, Даша Петрова, Артем Алексеев, Саня Петрова уроксене уйрăмах тĕплĕн хатĕрленсе килеççĕ. Юлташĕсем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Туссем пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, йывăр ыйтусене ушкăнпа татса параççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас