Владимир ФЕДОРОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ

27 Ака, 2017

Тăван тавралăха усă кÿресшĕн

Мĕншĕн йывăç çуркунне — ешĕл, кĕркунне сарă, хăмăр, кĕрен тум тăхăнать? Мĕншĕн çулла çумăр çăвать, хĕлле — юр?.. Нумай-нумай ыйту пĕчĕккисене садике çÿренĕ чухнех кăсăклантарать. Шкул сукмакне такăрлатма тытăнсан вара тăван тавралăх урокĕсенче ачасем çут çанталăкри пулăмсемпе çыхăннă чылай ыйтăвăн хуравне тупаççĕ.