Тăван çĕршыва юратакансене пĕрлештерекен уяв

12 Çĕртме, 2018

Тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем, куçа илĕртекен тумсем, чуна çĕклентерекен юрă-ташă… Шăпах çакнашкал самантсемпе чылайăшĕн асĕнче юлĕ кăçалхи Раççей кунĕ. Çак уява халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти иртрĕ: фестивальсемпе флешмобсем, концертсем, конкурссем, тĕлпулусем, спорт ăмăртăвĕсем…
Акă Шупашкарта кăçалхипе иккĕмĕш хут Раççей халăхĕсен туслăхĕн парачĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – çĕршыври пĕтĕм халăх представителĕсене пĕрлештересси, вĕсем пĕр шухăшлă та туслă пулнине пĕтĕм тĕнчене кăтартасси-ĕнентересси. Хăйсен наци тумĕсене тăхăннă тĕрлĕ халăх çыннисем транспарантсем йăтса Республика тÿремĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити утрĕç. Унтан тĕрлĕ нацин пултарулăх ушкăнĕсем ятарлă лапамсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чăваш, вырăс, тутар, узбек, азербаджан тата ытти халăхăн ташши-юррипе киленме май пулчĕ.
Уяв мероприятийĕсем Хĕрлĕ тÿремре малалла тăсăлчĕç. Вĕсене курма килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл çак праçник пирĕн патшалăхăн тĕп уявĕ пулнине палăртрĕ. “Ку уяв нумай нациллĕ аслă Раççей çыннисене пĕрлештерет”, - терĕ. Çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнччĕр тесе тивĕçлĕ воспитани памаллине аса илтерчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 14 çул тултарнă темиçе çамрăка паспорт пачĕ. Савăнăçлă та хумхануллă çак самант тĕп документа регион Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ шкул ачисен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.
Алина ПЕТРОВА, çамрăк амăшĕ:
- Ку уява кашни çулах çемьепе килме тăрăшатпăр. Кăçал ятарласа Раççей халăхĕсен парадне курас терĕмĕр. Ача садне çÿрекен хĕрпе ывăла питĕ килĕшрĕ. Халăхсен наци тумĕсене кăсăкланса сăнарĕç вĕсем, ташлама хăтланчĕç. Хамăрпа пĕр тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ наци представителĕсене пĕчĕкренех хисеплеме хăнăхни лайăх тесе шухăшлатăп.
Валентина ИВАНОВА, тивĕçлĕ канура:
- Эпĕ – Раççей çынни, çавăнпа ку уяв маншăн та, сирĕншĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл пирĕн çĕршывăн мăнаçлăхĕпе тĕреклĕхне кăтартать. Çакă хальхи вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Уява пĕр хулара пурăнакансемпе пĕрле паллă тăвас тесе килтĕм кунта. Парад та, концерт та кăмăла кайрĕç. Чунпа пуянланнăнах туйăнчĕ хама! Тепĕр çул та килесчĕ-ха кунта.
 

Комментари хушас