Ташланă чухне шăлавар çĕтĕлнĕ

25 Çу, 2017

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх кĕрменĕнче «Фаворит» ташă ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул иртрĕ. Паянхи кунччен нумай пысăк конкурсра Хисеп хучĕпе кубока тивĕçнĕ вăл. Кăçал та маттур йыш «Чăваш Ен ахахĕсем» республика фестивалĕнче «Хореографи» номинацире Гран-при çĕнсе илчĕ. Хаклавçăсене вĕсен ташши хăйне евĕрлĕхĕпе, хаваслăхĕпе, чĕрĕлĕхĕпе килĕшнĕ. Чăнах та, ташлакан Мальвинăпа Пьерона, Шапасене, Чăхсене тата ытти кăсăклă сăнара курсан камăн кăмăлĕ çĕкленмĕ-ха?

Аслă Устюг мĕнпе илĕртнĕ?

Ташă коллективĕн ертÿçи Светлана Григорьева ушкăн мĕнле çуралнине каласа пачĕ: «Малтанах эпĕ филармонире балет артисчĕсемпе ĕçлеттĕм. Тулли ĕç кунĕ марччĕ манăн, пушă вăхăт пурччĕ. Алă усса ларас мар тесе ачасене хореографие вĕрентме тĕв тытрăм. Çапла Пултарулăх центрне пырса хамăн шухăша пĕлтертĕм. Пирĕн пата çÿрекен ачасен йышĕ пĕчĕккĕн ÿссех пычĕ. Халĕ виçĕ ушкăн: шкул ÿсĕмне çитменнисем /4 çултан пуçласа/, вăтам /1-6-мĕш классем/ тата аслă /7-9-мĕш классем/ ушкăнсем».

«Фаворит» ташă ушкăнĕ икĕ çул каялла Аслă Устюга çитнĕ, çĕршывĕпех пуçтарăннă коллективсен хушшинче «Юмах патĕнче — хăнара» конкурсра икĕ номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Чăваш Енпе çĕршыв шайĕнче паллаштарма пултарни кăна мар, кăсăклă вырăнсенче пулни тата юмахри сăнарсене курни те ачасене калама çук хавхалантарнă. Сăмахран, Юмах вăрманĕнче вĕсене Яка карчăк, Упа, Арçури, Эрешмен кĕтсе илнĕ. Тĕрлĕ чăрмава парăнтарма та тивнĕ.

Пĕлтĕр «Фаворит» Туапсе хулине çитсе пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. «Çăлтăрлă серпантин» конкурсра харăсах иккĕмĕшпе виççĕмĕш çеç мар, пĕрремĕш вырăн та çĕнсе илнĕ. Чулхулара иртнĕ Тĕнчери халăхсен конкурсне хутшăнни уйрăмах асра юлнă. Унта кашни халăх ташшине курса киленме май пулнă-çке. Пирĕн маттурккасем те чăваш пултарулăхĕн илемне, хăйне евĕрлĕхне кăтартнă.

Йĕппе çип чиксе çÿреççĕ

Çак маттур ушкăн çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Манăн шухăшпа, туслăхра, хаваслăхра, пĕрлĕхре. Пĕри калама пуçланине тепри вĕçлет, пĕрин хусканăвне тепри аталантарать. Пĕр-пĕрне хумханма памаççĕ вĕсем, хавхалантарсах тăраççĕ. Тата чи пĕлтерĕшли, ташша юратаççĕ. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.