Тачанка çинче кăшкăрашни ватăсен пурнăçне лайăхлатмĕ

14 Авăн, 2018

Кун йĕрки икĕ теçетке ытла пунктран тăрать пулин те Патшалăх Канашĕн эрнекун иртнĕ черетлĕ 22-мĕш сессийĕнче тĕп тата çивĕч калаçу пенси çулĕсен ÿсĕмĕ тавра пулчĕ. Тĕрĕссипе, паллах, республика парламенчĕ федерацин пенси саккунĕн пуласлăхне татса памасть, анчах Чăваш Енĕн пенсипе çыхăннă улшăнусемпе сăлтавланнă саккунĕн проекчĕ те самай калаçтарчĕ.

Сăмах — вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен, вăрçă ветеранĕсен социаллă хÿтлĕхĕ тата республиăкăн ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккунĕсене улăшăнусем кĕртесси пирки. Парламентăн Социаллă политика комитечĕн председателĕ Вячелав Рафинов саккун проекчĕпе паллаштарнă май Владимир Путин пенси системине улăштарнă чух ватăсен çăмăллăхĕсене упраса хăварма чĕнсе каланине аса илтерчĕ. Хальччен çынсем çав çăмăллăхсемпе пенсие кайсан усă курнă. Хĕрарăмсем — 55, арçынсем — 60 çултан пуçласа. Пенсие каймалли çулсем ÿсеççĕ, анчах çакна пăхмасăр хайхи çăмăллăхсем унчченхи пекех 55 тата 60 çултан пулмалла.

Саккун проекчĕ шăпах çакна тÿрре кăларать. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев ăна Президент пенси системипе çыхăннă улшăнусене «çемçетме» сĕннине тĕпе хурса хатĕрленине çирĕплетрĕ. Анчах ку парламентарисенчен пĕрне, Патшалăх Канашĕн яланхи трибунне, килĕшмест иккен. Вăл пенси çулне ÿстернĕ май ватăсен пенсийĕ хушăннин усси пирки те иккĕленет: çав ÿсĕме хаксем пысăкланни çисе ярĕ — «нумаях пулмасть 12 тенкĕ тăнă кĕрпе, авă, халь 36-40 тенкĕ тăрать».

Кунашкал айăплава хирĕç «йывăр артиллери» кирлĕ — трибуна умне Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова /сăмах май, вăл хура хĕртен сарă хĕре çаврăннă иккен, çÿçне сăрланă — капла та питĕ илĕртÿллĕ/ тухрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, саккуна «çемçетессипе» çыхăннă пуçарăва «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти тунă — Президент ăна ырланă. Халь регионсем хăйсен сăмахне калама тивĕç — вырăнсенчи çăмăллăхсене упраса хăвармалла. Çĕршывăн 65 регионĕнче çакнашкал пуçару тунă ĕнтĕ — тивĕçлĕ саккунсем йышăннă. Ытти парти хирĕç пулнинчен вара вăл тĕлĕнмест: вĕсем яланах хирĕç, çав шутра — бюджет йышăннă чух та.

— Пенси çулĕсене ÿстерессине совет саманинчех тишкерме пуçланă, — терĕ вăл хайхи «ытти партин» Чăваш Ен парламентĕнчи представителĕсене. — Пирĕн парти улшăнусене «çемçетмелли» майсене тупрĕ. Пурин те пĕрле ĕçлемелле, меллĕ самантпа усă курса политикăра очкосем кăна пухни чыс тумасть.

Те Алена Игоревна алли çăмăл пулчĕ — микрофон умне кунашкал пуçарулăхпа палăрсах кайман депутатсем те туртăнчĕç. Калăпăр, Олег Дельман. Ун шучĕпе, Владимир Путин хăйĕн çурла уйăхĕнчи чĕнĕвĕнче палăртнă улшăнусем — Дума депутачĕсене, ытти шайри депутатсене те саккун проекчĕ тĕлĕшпе тивĕçлĕ сĕнÿсем пама чĕнсе каланиех. Вăл иккĕленмест: сĕтел хушшинче хутпа ĕçлесе ларакансен тата вăй хурса ĕçлекенсен — рабочисен, шахтерсен, ыттисен — хушшинче уйрăмлăх пулмаллах. Вĕсен пенсие каймалли çулĕсене кăштах та пулин кĕскетни çамрăксене рабочисен профессийĕсене алла илме хавхалантаракан сăлтав пулĕччĕ.

Владимир Михайлов депутат вара, 1968 çулта çуралнăскер, хăй хăçан пенсие каяссине халăх умĕнче шутласа пăхрĕ. 65 çул тултарсан каймалла, анчах ĕç стажне кура 62-рех тивĕçлĕ канура пулать иккен: «Вăт, ачаллах ĕçлеме пуçламалла пулнă». Тен, çав стажа çарта пулнине те кĕртĕç-ха — Михайлов çавнашкал пуçару пуласса та шанать. Çавăнпа та, ун шучĕпе, пурнăç тăршшĕпе тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ çынсен пенси çулĕсен ÿсĕмĕнчен шикленме кирлĕ мар.

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» тепĕр представителĕ те, Петр Краснов, хăй паян тишкерекен саккун проекчĕшĕн пулнине уçăмлăн палăртрĕ: хальччен пулнă çăмăллăхсене упраса хăваратпăр — çакна хирĕç мĕнле сасăлăн? Республикăра хăй вăхăтĕнче кирлĕ стаж çулĕсене чакарни 60 пин ытла çынна ĕç ветеранĕн ятне илме май панă, ку вара — вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтерме бюджетран çуллен уйăракан 700 миллион тенкĕ.

Саккун проектне обществăра сÿтсе явман тесе ÿпкелекен парламентарие ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев яланхилле хивре хуравларĕ: «Сирĕнпе уйрăммăн тишкерменни ăна халăхпа калаçса пăхса тухманнине пĕлтермест. Сирĕн шутпа, сÿтсе явни — тачанка çине хăпарса тăрса шавлани, эпир вара урăхларах сÿтсе яватпăр».

Сасăлав тавлашу вĕçне пăнчă лартрĕ: майлă — 40 сасă, хирĕç — 2. Çапла вара ватăсен регион шайĕнчи çăмăллăхĕсене упраса хăвармалли саккун вăя кĕмешкĕн ăна ЧР Пуçлăхĕ алă пусмалли çеç юлать.

Николай КОНОВАЛОВ.

Николай УГАСЛОВ, ПК депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ:

Ватăсен хальчченхи çăмăллăхĕсем мĕнле пулнă — çаплипех упранса юлаççĕ: вĕсемпе хĕрарăмсем — 55, арçынсем 60 çултан пуçласа усă курма пултарĕç. Ветерансене тÿлекен укçа, ЖКХпа çыхăннă çăмăллăхсем, налук тĕлĕшпе… Пенсионерсем çĕр, пурлăх налукне тÿлемеççĕ. Саккуна пурнăçламашкăн çитес çул бюджетне 2 миллиард тенкĕ ытла хывса хăвармалла.

Пенси çулĕсене ÿстерессине илес тĕк — çак утăма паян тумаллахчĕ, унсăрăн ватăсен пенсийĕ ытла та пĕчĕкленсе юлатчĕ. Çав вăхăтрах Раççей Президенчĕ çулланнă çынсен ĕç гарантийĕсене çирĕплетме тунă пуçару пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальччен «сирĕн пенси çулĕ çитнĕ — ĕçрен каймалла» тетчĕç, малашне апла пулмĕ. Чи кирли — ĕç çыннисем йывăрлăха кĕрсе ан ÿкчĕр, пирĕн вĕсен интересĕсене мала кăлармалла, хÿтĕлемелле.

Андрей АЛЕКСАНДРОВ, ПК депутачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ:

Владимир Путин хăйĕн çурла уйăхĕн вĕçĕнчи телечĕнĕвĕнче пенси саккунĕсен улшăнăвĕсене «çемçетмелли» чылай сĕнÿ пачĕ. Çавна май паян эпир те регион шайĕнче ветерансене, ватăсене тĕревлемелли саккуна ырлани çав чĕнÿпе килĕшÿллĕ. Çăмăллăхсем — халăхăн пысăк йышĕ валли, çав çынсем ку правăна хăйсен нумай çулхи тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе тивĕçнĕ. Ман шутпа, Чăваш Ен парламенчĕ кăна мар, çак утăма ытти регионăн саккун кăларакан органĕсем те тăвĕç. Çĕнĕ пенси саккунĕнче пенсие каймалли çулсем хушăннине пăхмасăр республика шайĕнчи çăмăллăхсем упранса юлĕç.

Пенси çулĕсем тенĕрен, çĕнĕ саккунра çирĕплетекен çулсенчен маларах та пенсие кайма май пулĕ — тивĕçлĕ стаж пухсан. Пенси çулĕсене вара кирек мĕнле пулсан та ÿстерме тиветчĕ. Мĕн чухлĕ маларах — çавăн чухлĕ лайăхрах.

Теги: 

Комментари хушас