"Сывлăх" хаçатри сĕнÿ-канашпа "Хыпарпа" унăн "ачисем" паллаштарĕç

15 Пуш, 2017

"Хыпар" Издательство çурчĕ тĕрлĕ пичет кăларăмне кун çути кăтартать. Унăн йышлă çемйинче "Сывлăх" та пур. Халăх медицининчи усăллă канашсене кăмăллакансем малашне çaв сĕнÿсене издательство çурчĕ кăларса тăракан ытти пичет кăларăмĕнче тупса вулайĕç.

"Хыпар" хаçата çырăнса илекенсем асăрхарĕç пулĕ: нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнчи номерте ятарлă "Халăх медицини" страница тухрĕ. Хальлĕхе вăл уйăхра пĕрре эрнекун пичетленет. Тепри пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче тухě. Иккĕмĕш çур çулта халăх сиплевçисен рецепчĕсен пуххисене "Хыпар-эрнекун" кăларăмра уйăхра икĕ хут кăларма палăртнă. Çавăнпа "Сывлăх" тусĕсене "Хыпар-эрнекуна" çырăнса илме сĕнетпĕр. Унăн çур çуллăx хакĕ — 286,92 тенкĕ", — тет "Сывлăх" хаçат редакторĕ Алина Лукиянова.

"Сывлăх" хаçат утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тухма пăрахнине шута илсе халăх медицинин пуянлăхĕпе "Çамрăксен хаçачĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Кил-çурт, хушма хуçалăх" хаçатсем те кашни номертех паллаштарĕç. Вĕсене республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсем те çырăнса илме пултараççĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас