"Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен пĕр редактор пулĕ

"Хыпар" Издательство çуртĕнче тухса тăракан ачасемпе çамрăксен кăларăмĕсен - "Тантăш" хаçатăн, "Тетте" тата "Самант" журналсен - ырантан пĕр редактор пулĕ. Ку тивĕçе пурнăçлама унччен "Çамрăксен хаçатĕнче" корреспондентра ĕçленĕ Алина Измана шаннă.

Журналистикăра Алина Ивановна çĕнĕ çын мар. Шупашкар районĕнче тухса тăракан "Тăван Ен" хаçатра 2002 çулта ĕçлеме пуçланă вăл. 2012 çултанпа "Хыпар" Издательство çуртĕнче тăрăшать. Малтан "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатра ěçленĕ, 2014 çулта "Çамрăксен хаçатне" куçнă.

Пĕлтĕр Алина Изман ЧР Информатика тата массăллă коммуникацисен министерстви Ĕç çыннин çыннин çулталăкне халалланă конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă. ЧР Юстици министерствин «Правовая Чувашия» конкурсĕнче палăрнă. Тĕрлĕ ведомствăпа министерствăн Хисеп хучěсемпе Тав хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ.

Алина Изман ача-пăча драматургĕ евĕр те хайне тĕрĕслесе пăхнă. Вăл çырнă "Ну очень запутанная история" юмаха пĕлтĕр Кÿкеçри "Эйфория-Иллюзия" ача-пăча халăх театрĕ сцена çине кăларнă. Ку хайлав "Çĕнĕ çул умĕнхи чи лайăх юмах" республикăри конкурсра 1-мĕш вырăна тухнă.

Хăйне шаннă çĕнĕ ĕçре Алина Изман велосипед шухăшласа кăлармалла мар, ачасемпе çамрăксене, вĕсен ашшĕ-амăшне кăсăклă статьясем çырмалла тесе шухăшлать. "Интереслĕ кăна мар, вĕсем усăллă та пулччăp", - тет "Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăчапа çамрăксен кăларăмĕсен редакторĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас