Сыхлăх тӳрре тухать: коронавируспа чирлисен йышне тепӗр икӗ ҫын хушӑннӑ

6 Ака, 2020

Кану кунĕсенче республикăра коронавируспа чирлĕ çынсене татах тупнă. Ĕç-пуç мĕнлерех аталанса пынине кура Олег Николаев чару мерисем йышăнса тĕрĕс тунине палăртрĕ.

«Изоляци режимне тăсрăмăр, муниципалитетсен хушшинчи çыхăнăва татрăмăр, Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара кĕнĕ çĕрте тĕрĕслев ĕçне пурнăçлатпăр. Инфекци сарăласран сыхланса пирĕн специалистсем сĕнекен мерăсене çирĕп пăхăнмалла. Ку гигиенăна та, çынсем урамра, общество вырăнĕсенче пулассине чакарассине те пырса тивет», — терĕ Олег Алексеевич.

Тунтикунхи ир тĕлне Чăваш Енри чир ернисен шучĕ 6 çынпа танлашнă. Кăштахран вара тата иккĕн COVID-19-па чирлине çирĕплетекен информаци çитнĕ. Маларахах тупса палăртнăскерсем медучрежденире изоляциленĕ бокссенче пулнă, вĕсен тесчĕсен кăтартăвĕсене кĕтнĕ — халь коронавируспа чирли çирĕпленнĕ. Çапла вара Чăваш Енре асăннă инфекци ернисен тупса палăртнă тĕслĕхĕсем 8-а çитрĕç. Çав шутран пĕр çын, чи малтан тупса палăртни, сывалнă ĕнтĕ, ăна больницăран кăларнă.

Сыхлăх мерисем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă май Олег Николаев медицина, Роспотребнадзор ĕçченĕсен, чир сарăласран сыхланас енĕпе хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçлекенскерсен, ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ. Çавăн пекех право хуралĕн органĕсен Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара пырса кĕнĕ çĕрте тĕрĕслев ĕçне пурнăçлакан, медиксене хăйсем тĕллĕн изоляцири çынсемпе ĕçлеме пулăшакан сотрудникĕсене те тав турĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас