Шурча пăлхавĕ — музейре

7 Раштав, 2017

Муркаш районĕнчи Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ку тăрăхри истори пулăмĕсене музейре упрать. Шкул çулĕсенче Хветĕр Уярăн «Шурча таврашĕнче» романне вулани аваллăх пÿлĕмĕпе паллашнă чухне тепĕр хут куç умне тухрĕ.

Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Нина Тюрина музее экспонатсемпе, асанне-асаттесен иртнĕ кун-çулĕпе пуянлатмашкăн тĕрлĕ май тупма тăрăшнă. Вырăнти ватăсем каласа кăтартнине çырса илнĕ. Халĕ унăн вĕренекенĕсем шкула килен- каян хăнана Шурча таврашĕнче пулса иртнĕ пăлхав çинчен каласа кăтартаççĕ.

— XIX ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче патша реформине пула халăх пăлханнă. Хресченсем пăлхава 1842 çулта çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче çĕкленнĕ. Çав вăхăтра Шурчапа юнашар ялта, Хуракассинче, эрнекунсерен пасар пулнă. Çавăнта пуху иртнĕ. Пуп халăха агитацилесе тÿресем майлă çавăрасшăн пулнă. Ахаль те чухăн хресченсен тÿресене хăйсен пайĕнчен çĕр уйăрса памалла. Çитменнине, чи лайăх лаптăксене — пĕрре вун улттăмĕш пайне, тÿлевсĕр. Тислĕк тăкса, тырă акса хатĕрлемелле. Пуп тем пек тархасласан та хура халăх килĕшмен. Шурчара Архангельски пупăн чиркĕвĕ-картишĕпе юнашар вулăс пулнă. Тата юнашар — тĕрме. Пухура халăх пăлханнă кун 464 çынна тĕрмене хупнă. Çав каç вĕсене киле яман, лайăх çĕрсене тÿресене уйăрса пама вăйпах килĕшме хушнă. Хирĕçленĕшĕн тепĕр кунхине хресченсене айăплама тытăннă — кама пушăпа çаптарнă, кама аякка ямалла тунă. Тĕрмерисене юнашар ялсенчи, Козмодемьянскри тата ытти тăрăхри халăх пуçтарăнса ирĕке кăларма пулăшнă — пăлхав çĕкленĕ, — хăйсен тăрăхĕнчи историпе паллаштарчĕ 9-мĕш класра вĕренекен Валерия Львова.

— Тÿресем Хусан казакĕсене чĕнсе илнĕ. Пăлхава çĕкленнĕ халăха лăплантарма юлан утлă, хĕç-пăшаллă салтаксем çитнĕ. Хресченсем вара алла мĕн лекнĕ çавăнпа – кам сенĕкпе, кам кĕреçепе, çавапа е ал туйипе. Тăшманран хÿтĕленсе вĕсем шкул хыçĕнчи кĕпере аркатнă, каçаймĕç тенĕ ĕнтĕ. Анчах шывĕ тарăн пулман, юлан утлăскерсене чарайăн-и вара? Хресченсем кам ăçталла пĕлет, çавăнта тарнă, 8 çын вилнĕ. Вилнисене, йывăр аманнисене темиçе кунтан пуçтарса ялтан инçех мар сăртра пĕр шăтăка пытарнă. Инçех мар масар пулнă. Анчах Архангельски пуп вĕсене пăлхав çĕклекенсем майлă пулнăшăн масара пытарма ирĕк паман. Мĕншĕн тесен вĕсене выльăхпа танлаштарнă, патшана, саккуна хирĕç пулнăшăн нÿхреп пек шăтăка пăрахса пĕр пысăк вил тăпри кăна хăварнă… Вилнĕ тесе шутланисен йышĕнче нăйкăшакан та пулнă. Документсем тăрăх, 64 çынна пытарнă, — калаçăва тăсрĕ çак класрах вĕренекен Анна Бардасова.

Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.